26 декабря 2015 г.
РФ Следстви Комитечĕн ЧР следстви управленийĕ "ИМПЕРИАЛ" строительство компанийĕн директорĕ çине уçнă ĕçе тĕпчесе вĕçленĕ. 32 çулхи Дмитрий Дмитриев ĕçлекенсене ĕç укçине вăхăтра тỹлемен.
Ку уголовлă ĕçе прокурор тĕрĕслевĕ хыççăн пуçарнă. 2014 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен кăçалхи июль уйăхĕччен "ИМПЕРИАЛ" строительство компанийĕ 10 ĕçчене 1 миллион ытла тенкĕлĕх ĕç укçи тỹлемен. Тỹлев валли укçа пулнă пулсан та вăл унпа хăй валли усă курнă.
Прокуратура айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ хыççăн кирлĕ йышăнусем тума ĕçе суда ярса панă.
Д.МАКСИМОВ,
ЧР прокуратурин уйрăмĕн аслă прокурорĕ.
Источник: "Каçал Ен"