23 декабря 2015 г.
Георгий Анисимович Хораськин 1935 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче Йăлмахва ялĕнче, Анисим Ивановичпа Анисия Герасимовна çемйинче çуралнă. Пĕрремĕш ача ывăл çуралнăшăн питĕ хĕпĕртенĕ ашшĕпе амăшĕ. Ун хыççăн йăмăкĕ Зина çут тĕнчене килнĕ. Пурнăç çăмăл пулман, тăхăнмалли, çимелли çитмен. Анчах та пуçне усман, вăй-халне шеллемесĕр ĕçленĕ.
Хаяр вăрçă пуçлансан 1943 çулта ашшĕ темиçе хутчен военкомата кайса килнине, вăрçа тухса кайнине паянхи пекех астăвать Георгий Анисимович. Вăл вăхăтра 7 çулта кăна пулнă. Амăшĕ кĕçĕн шăллĕпе Николайпа йывăр çынла юлнă. Аслисем амăшĕпе пĕрле тырă вырнă, сỹрелеме çỹренĕ. Ашшĕ вăрçă хирĕнчен тăван киле таврăнайман, Смоленск çывăхĕнче хыпарсăр çухалнă, çакă çемьешĕн пысăк хуйхă пулнă. Арçын ĕçĕ пĕтĕмпех Георгий çине тиеннĕ.
Йăлмахвара пуçламăш шкул пулманнипе, çынсем патĕнче вĕреннине аса илет вăрçă ачи. Ун хыççăн Хирти Мăнтăрти 7 класс вĕренмелли шкула çул тытать. 7 класс пĕтерсен, лашасене питĕ юратнипе, çамрăк каччă "Знамя" колхозра конюхра ĕçлеме пуçлать. Каярах хĕллехи вăхăтра - скотникре, çулла ĕне кĕтĕвне пăхать.
1957 çулта яш каччă ял хĕрĕпе Ефросинийăпа пĕрлешсе çемье çавăрать. Ефросиния Николаевнăпа Георгий Анисимович 6 ача (виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр) çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли, Петя, хăйĕн çемйипе Мускав хулинче тĕпленнĕ, аслă хĕрĕпе Альбинăпа кĕçĕн хĕрĕ Людмила тăван ялтах, вĕсене пулăшса пыраççĕ. Раиса Шупашкар хулинче пурăнать. Шел те, икĕ ывăлĕ - Генăпа Валера - пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç.
Ĕçре хастар, пултаруллă пулнăшăн Георгий Анисимович "Хисеп Палли" орден, чылай Хисеп грамоти, "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" паллă илме тивĕçлĕ пулнă. Мĕн пенсие кайичченех фермăна утнă, кайран та чылай çул ĕçленĕ фермăра.
Чăнах та ĕçчен çын вăл. 80 çул тултарать пулсан та, паянхи кун та картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, ачисене пулăшса пыраççĕ. "Ĕçсĕр ларма хăнăхман",- тет куларах Георгий Анисимович.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"