23 декабря 2015 г.
Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви комитечĕ кăçал коррупци çулне пỹлессипе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. 2015 çулта комитет куррупцие пырса тивекен 19 хыпара регистрациленĕ, 15-пе уголовлă ĕç пуçарнă, 12-шне суда ярса панă. Йĕркене ытларах мĕн тĕлĕшпе пăсаççĕ-ха?
Ĕç вырăнĕпе усă курнипе, суйнипе 5 ĕç пуçарнă. Алăран укçа панипе - 4, ĕç вырăнĕпе усă курса укçа-тенкĕ тăкакланăшăн, кĕсьене чикнĕшĕн - 1, должноçри вырăнпа усă курнăшăн 2 ĕç пуçарнă.
Следстви пуçарнă уголовлă ĕçсене тишкернĕ май патшалăх тата общество интересĕсемпе коррупци ĕçĕсене пурнăçласа 1 миллион ытла тенкĕлĕх тăкак кỹнине палăртнă. Çак суммăна айăплисенчен шыраса илнĕ.
Тĕслĕхрен, следстви комитечĕ районти пĕр филиал директорĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Следстви палăртнă тăрăх, вăл 2012 çулхи январь - апрель уйăхĕсенче учреждени пурлăхне (çĕр участокĕсене, хуралтăсене) фермер хуçалăхне усă курма шаннă. Анчах та ертỹçĕн çакăн пек тума ирĕк пулман. Фермер хуçалăхĕ, унăн ертỹçи те хăех пулнă, тупăш илес тесе патшалăх пурлăхĕпе усă курнă. Çакăншăн вăл укçа-тенкĕ тỹлемен, çĕр налукне çеç 375 пин тенкĕ хывнă. Çак вăхăтра çĕрпе усă курнă аренда хакĕ 1 миллион та 600 пин тенкĕпе танлашмалла пулнă. Çавна май патшалăх учрежденине 1 миллион та 300 пин тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ. Паянхи куна следстви ĕçĕ малалла пырать, лару-тăрăва уçăмлатаççĕ.
Следстви комитечĕ коррупци преступленийĕсене уçăмлатас тĕлĕшпе право хуралĕн ытти органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Йĕркене пăснисем, укçа-тенкĕ вăрланисем явап тытаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"