23 декабря 2015 г.
"Каçал ен" хаçатпа 1976 çултанпа туслă. 39 çул хушшинче нумай материалпа паллашма тỹр килчĕ. Паянхи кун та асăннă кăларăма çырăнса илетпĕр. Хаçат пичетленсе тухасса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Ун урлă районти хыпарсемпе, маттур та пултаруллă çынсен кун-çулĕпе паллашатпăр. Хаçатра тăрăшакансем кăларăм содержанийĕ тулли, кăсăклă пултăр тесе тăрăшаççĕ. Уйрăмах Геннадий Уткин, Ревокат Моисеев çырнă калавсемпе статьясене вулама интереслĕ. Тĕрлĕ калавсем пичетленсе тухасса та чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.
Пĕр сăмахпа каласассăн, хаçат чун апачĕ пекех. Санăн кун-çулу вăрăм пултăр, "Каçал ен"!
Юратнă хаçатăм, "Каçал ен",
Эсĕ мана пит килĕшен.
Мĕн чухлĕ унта вуламалли,
Çĕнĕ хыпарсем пĕлмелли.
Çырăнăр ăна васкасах,
Кайран кулянмăр хăвăрах.
З.СЕДОВА.
Источник: "Каçал Ен"