АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçченсем тăрăшуллă пулнăран кăтартусем курăмлă

23 декабря 2015 г.

Раççей Федерацийĕн Пенси фондне туса хунăранпа декабрĕн 22-мĕшĕнче 25 çул çитрĕ. Çак вăхăтра пенси фончĕ вăй илсе, тĕрекленсе çынсене тивĕçлĕ пулăшу парать. РФ Пенси фончĕн районти управленине чылай çул Зоя Каринкина, Сергей Горбунов ертсе пынă. Паянхи кун начальник тивĕçĕсене пай ертỹçи Ирина Германовна Белобаева пурнăçлать. Тăрăшса ĕçлекен коллективра ĕç кал-кал пынине ỹсĕмсем çирĕплетеççĕ.

Вĕсем ума лартнă тĕллевсене вăхăтра пурнăçлаççĕ, планпа килĕшỹллĕн ĕçлесе пыраççĕ. Унпа пĕрлех обществăлла ĕçе тата культура мероприятийĕсене хутшăнма та вăхăт тупаççĕ. Кăçал вĕсем республикăри пенси фончĕсен коллективĕсем хушшинче йĕркеленĕ "Битва хоров" конкурса хутшăннă. "Наци йăли-йĕркине упранишĕн" номинацире мала тухнă. Районти Пенси фончĕн коллективĕ конкурсра Аслă Çĕнтерỹ тата Тăван çĕршыв темипе чăвашла юрă шăрантарнă.

"Паянхи куна управленире 24 çын тăрăшать. Вĕсем пурте - аслă пĕлỹллĕ, опытлă специалистсем. Клиентсене тивĕçлĕ пулăшу пама пĕтĕм услови пур. 2015 çулхи тăхăр уйăхра пенси страхованийĕ тата ăна палăртас ыйтупа 9042 çынна йышăннă. Пĕтĕм кăтарту компьютерсенче упранать. Кунта килекен кашни çынна пирĕн специалистсем яланах пулăшма хатĕр. Ĕç стажĕ, ĕç укçи, страховани взносĕ мĕн чухлĕ килсе тăни, пенси виçи мĕнле пулни тата ытти пĕтĕмпех базăра пур. Пенсие тухнă çынсемпе çеç мар, уйрăм предпринимательсемпе, юридици сăпатĕнче тăракансемпе те ĕçлетпĕр. Клиентсене пирĕн пулăшусемпе çăмăллăнах усă курма пултăр тесе те кирлĕ условисем çителĕклĕ. РФ Пенси фончĕн республикăри, районти сайчĕсенче те информацисене çĕнетсех пыраççĕ, улшăнусемпе паллаштараççĕ. Юлашки вăхăтра патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче харпăр хăй пỹлĕмĕнче пур информаципе те паллашма пулать. Унсăр пуçне тĕрлĕ документсене нумай функциллĕ центр урлă хатĕрлессине йăлана кĕртнĕ", - тет Ирина Германовна управлени ĕçĕпе паллаштарнă май.

Пенсие тухакана пенси шутласа парассипе, тепĕр хут шутлассипе, пенси тỹлессипе, страхланисен пенси прависемпе ĕçлекен пайра ĕçне чунтан парăннă специалистсем тăрăшаççĕ. Вĕсем палăртнине вăхăтра пурнăçлама хăнăхнă. Акă, Валентина Афанасьева специалист-эксперт ĕçре вăр-вар пулнине палăртма кăмăллă. Вăл кунта 14 çул ĕçлет. Çавна май ĕçри ỹсĕмсемшĕн ăна нумаях пулмасть РФ Пенси фончĕ 25 çул тултарнине халалланă уявра Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотипе чысланă.

Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта - 7910 пенсионер. Вăтам пенси 9586 тенкĕпе танлашать. Кăçал 494 çынна пуçласа пенси панă.

Персонификациллĕ шута илессипе, страховани взносĕсене тỹлекенсемпе ĕçлекен пайри специалистсем юридици сăпатĕнче тăракансемпе, предпринимательсемпе ĕçлеççĕ. Кăçал страховани взносĕсене вăхăтра пуçтарас тĕлĕшпе уйрăмах лайăх ĕçленине палăртмалла, пурĕ 140 миллион тенкĕ укçа кĕнĕ. Унсăр пуçне амăшĕн капиталĕн сертификатне 1600 хĕрарăма панă. Вĕсенчен 1200-шĕ унпа усă курнă та.

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнче халăха йышăннипе пĕрлех ялсене тухса çỹрессине йăлана кĕртнĕ. Çакă инçетри ялсенче пурăнакансемпе курнăçма, вĕсен ыйтăвĕсем çине туллин хуравлама май парать.

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн коллективĕ савăнăçлă уява чăннипех те лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕ. Вĕсем республикăра лайăх ĕçлекенсен йышĕнче. Çакна цифрăсемпе фактсем тата управлени тивĕçнĕ Хисеп грамотисем çирĕплетеççĕ.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика