19 декабря 2015 г.
- Эпĕ вĕрентекенре ĕçлетĕп. Манăн виçĕ ача. Пире тỹлессинче улшăнусем пулаççĕ тенине илтнĕччĕ.
В.НИКОЛАЕВА.
Ыйтăва ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ П.С.Краснов хуравлать. -
Раççей Президенчĕ Бюджет çырăвĕнче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем умне социаллă пулăшăва пĕчĕк тупăшлисене памалли çинчен каласа хăварчĕ.
Патшалăх Канашĕнче Чăваш Республикин саккунĕсене улшăнусем кĕртмелли саккун проектне сỹтсе явма хатĕрленетпĕр. Унта социаллă пулăшусене пĕчĕк тупăшлисене, адреслă памаллине пăхса тухма палăртаççĕ.
Ачашăн уйăхсерен паракан пысăкрах пулăшăва Чăваш Республикинчи пурăнмалли виçерен иртмен çемьесене парас ыйтăва пăхса тухаççĕ. Бюджетри укçа-тенке кашни çулах индексацилеççĕ, çавăн пекех 2 çула çитмен ачасене, виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене, тăлăх, опекăри, усрава илнĕ çемьесенчи, урăх çемьесенче патшалăх органĕсем асăрханипе усракан тăлăх ачасене паракан пособисем пĕтĕмпех сыхланса юлаççĕ.
Республикăн амăшĕн капиталне кашни çын пуçне тивекен пурăнмалли виçерен пĕчĕкрех тупăшлă çемьесене пама сĕнеççĕ. Çак саккун проекчĕ ĕçе кĕриччен виççĕмĕш е ун хыççăн çуралнă ачасемлĕ çемьесем амăшĕн капиталĕпе çемье тупăшĕн калапăшне пăхмасăрах усă курма пултараççĕ. Республикăн амăшĕн капиталĕпе усă курмалли çул-йĕрсем анлăланаççĕ. Укçа-тенке уйрăм çурт-йĕр тума е ăна реконструкцилеме, çавăн пекех тара илнĕ хваттершĕн тата вĕренекенсем пурăнакан общежитишĕн тỹлеме яма пулать.
Яллă вырăнсенче ĕçлесе пурăнакан педагогсене коммуналлă пулăшусемшĕн пурăнмалли лаптăкăн социаллă норми тăрăх культура, сывлăх сыхлавĕ, социаллă пулăшу, ветеринари ĕçченĕсенни пекех тỹлеме сĕнеççĕ.
Источник: "Каçал Ен"