19 декабря 2015 г.
Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ çитес çул июлĕн 1-мĕшĕпе августăн 15-мĕшĕччен, çитме йывăр вырăнсенче сентябрĕн 15-мĕшĕпе ноябрĕн 15-мĕшĕччен иртет. Кăçал ноябрь уйăхĕнче 2016 çулхи календарь планне çирĕплетнĕ. Çавăн пекех муниципаллă пĕрлĕхсенчи территорисенче шутлав, инструктор участокĕсене палăртнă. Вĕсене шута илсе çитес ял хуçалăх çыравне ирттерме çыравçăсемпе инструкторсене вĕрентеççĕ.
2015 çул вĕçне регионти ĕç тăвакан влаç органĕсем инструкторсем лармалли тата çырав докуменчĕсем упранмалли пỹлĕмсене, кирлĕ транспортпа çыхăну хатĕрĕсене палăртаççĕ.
Раççей статистикин регионти органĕсем çыравçăсемпе инструкторта ĕçлеме пултаракан кандидатсене суйлама тытăннă. 2016 çулхи май уйăхĕнче вĕсем вĕренме тытăнаççĕ. Каярах вăхăтлăх çырав ĕçне пурнăçлакансем ĕçченсене ыйтăм ирттерме тата çырав хучĕсене çырма вĕрентеççĕ. Вĕренỹ программинче - çырав право базин нормативĕ, информаци пухасси, вĕсене тĕрĕс çырса хатĕрлесси тата ытти те.
Н.АЛЕКСАНДРОВА.
Источник: "Каçал Ен"