20 марта 2013 г.
Светлана Григорьевна Индюкова Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Вăл — аслă категориллĕ учитель, районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи.
С.Индюкова Нĕркеç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕчĕкренех вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Унăн амăшĕ Лидия Ивановна Гладкова та учитель пулнă, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех шкулта ĕçленĕ.
Нĕркеç вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Светлана И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухма пуçланă. Сисĕнмесĕрех 5 çул иртсе кайнă. Алла диплом илсен вăл Хирти Сĕнтĕр тĕп тата Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕсенче ĕçленĕ, кайран Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулне куçнă. Унта вăл 18 çул ĕнтĕ вăй хурать.
Ачасем хăйсен учительне питĕ юратаççĕ. Светлана Григорьевнăн вĕренекенĕсем час-часах районти тата республикăри олимпиадăсемпе конкурссен çĕнтерÿçисем пулса тăраççĕ. Наукăпа практика конференци-йĕсенче те вĕсем малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Светлана Григорьевна — анлă тавра курăмлă, мал ĕмĕтлĕ, тарават та ĕçчен вĕрентекен. Юрă-ташăра хастар, спортпа туслă. Пĕрле ĕçлекенсене яланах канашсем, сĕнÿсем парать, ăшă сăмахпа пулăшать.
С.Индюкован килĕнче те тирпейлĕх, йĕрке хуçаланать. Мăшăрĕпе, Николай Ивановичпа, 2 хĕр пăхса ÿстернĕ вĕсем. Катьăпа Олеся иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ. Олеся çемьеленнĕ ĕнтĕ. Лиза мăнукĕ кукамăшĕпе кукашшĕне савăнтарать. Мĕн кирлĕ-ха тата пурнăçра; Савнă мăшăр çумра, куç тулли хĕрĕсем тата юратнă мăнукĕ, чунтан парăннă ĕç — савăнса кăна пурăнмалла. Светлана Григорьевнăна малашне те ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх кăна сунас килет.
Источник: "Каçал Ен"