АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Потребительсен прависене хÿтĕлетпĕр

20 марта 2013 г.

ЧР Роспотребнадзор Управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕ потребительсен прависене пĕтĕмĕшле юрисдикциллĕ судсенче хÿтĕлессине малалла тăсать. Потребительсен прависене пăснипе çыхăннă ĕçсемпе 5 заключени тунă. Çав шутра банк организацийĕнче кредит панă чухне комисси шыраса илнĕ, япăх пахалăхлă атă-пушмак, кĕпе-йĕм çумалли машина, телефон сутнă, пахалăхсăр пулăшу кÿнĕ тĕслĕхсем. Суд пăхса тухнă хыççăн ĕçсене потребительсем майлă татса панă.

ЧР Роспотребнадзор Управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕ тавара вырăсла информацисĕр сутнăшăн, тавар хакĕсене кирлĕ пек йĕркелесе çырманшăн, вĕсем çинче тавар единицин хакне, хăçан çырса хатĕрленине кăтартманшăн, çавăн пекех ЖКХ сферинчи пулăшусем çинчен информаци çырса паманшăн потребительсене хÿтĕлесе суда 4 тавăç тăратнă. Вĕсене суд пурне те тивĕçтернĕ.

Надзор мероприятийĕсене ирттернĕ вăхăтра асăрханă йĕркене пăснă 5 тĕслĕх тăрăх арбитраж судне тавăç тăратнă. Суд документсемсĕр тата япăх пахалăхлă апат-çимĕç таварĕсене сутакансене административлă майпа явап тыттарса пурĕ 120 пин тенкĕ тÿлеттерме йышăннă.

Потребительсен прависене хÿтĕлес ыйтусемпе эсир ЧР Роспотребнадзор Управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмне çак адреспа килме пултаратăр: Патăрьел ялĕ, Ленин проспекчĕ, 13-мĕш çурт (2-мĕш хут). Тунти кунран кĕçнерни кунччен — 9—18 сехетсенче, эрне кун — 9—16.45 сехетсенче кĕтетпĕр. Хĕрÿ лини телефонĕ: 8(83532)5-03-45.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика