АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Регионаллă авиарейссем пулĕç

20 марта 2013 г.

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республики Атăлçи федераллă округра регионаллă вĕçевсем ирттермелли «пилотлă» проекта пурнăçа кĕртессине хутшăнать.

Атăлçи федераллă округăн регионĕсен административлă центрĕсем хушшинче халĕччен регионаллă авиамаршрутсем пулманпа пĕрех. «Пилотлă» проектăн тĕп çĕнĕлĕхĕ — граждансен пур категорийĕ те çăмăллăхсемпе усă курма пултарни. Пассажир авиабилетăн çур хакне кăна тÿлет, ыттине патшалăх субсидилет. Сывлăш транспорчĕн организацийĕсене федераллă бюджетран субсиди памалли йĕркене РФ Правительствин 2013 çулхи январĕн 16-мĕшĕнчи 1 №-лĕ йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ.

Апрельтен ноябрьччен Шупашкар аэропортĕнчен Самара — эрнере 10, Саратова — 7, Ĕпхĕве 4 авиарейс йĕркелеме палăртнă. Маршрутсен хакĕ çапла пулĕ:

— «Шупашкар — Самар» — 5860 тенкĕ (çав шутра 2930 тенкине пассажир тÿлет, 1465-шер тенкĕ федераллă тата республика бюджечĕсенчен уйăраççĕ);

— «Шупашкар — Саратов» — 11828 тенкĕ (çав шутра 5914 тенкине пассажир тÿлет, 2957-шер тенкĕ федераллă тата республика бюджечĕсенчен уйăраççĕ);

— «Шупашкар – Ĕпхÿ» — 8789 тенкĕ (çав шутра 4395 тенкине пассажир тÿлет, 2197-шер тенкĕ федераллă тата республика бюджечĕсенчен уйăраççĕ).

Чăваш Республики çак проекта пурнăçа кĕртессине хутшăнни округри пысăк хуласем хушшинчи авиаçыхăнăва йĕркелеме, регионсен социаллă тата производствăлла хутшăнăвĕсене çирĕплетме пулăшать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика