20 марта 2013 г.
Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ граждансенчен пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлевсем йышăнма «Расчетпа касса центрĕ» АУОпа пĕрле ятарлă проект пурнăçа кĕртет. Хальлĕхе 10 ЖКХ организацийĕпе виçĕ енлĕ килĕшÿ тунă. Çулталăк вĕçлениччен тата 15 ытла организаципе çакăн евĕр килĕшÿ тума палăртнă.
Çак проектпа килĕшÿллĕн Перекет банкĕ ЖКХ пулăшăвĕсемшĕн самообслуживани аппарачĕсем тата Перекет банкĕ ОнЛ@йн тытăм урлă тÿлессине халăх хушшинче сарма тăрăшать. Чылайăшĕ çĕнĕ технологисен ырă енĕсене хаклама ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Проект пурнăçа кĕме пуçланăранпа (2012 çулхи ноябрьтен пуçласа) çак мелсемпе килнĕ тÿлевсен калăпăшĕ 217 процент ÿснĕ.
Унсăр пуçне март уйăхĕнче on-line биллинг технологийĕ ĕçлеме пуçланă. Халĕ банк клиенчĕсем самообслуживани хатĕрĕсем, Перекет банкĕ ОнЛ@йн урлă хăйсен ЖКХ компанийĕсем умĕнчи парăмĕсем çинчен пĕлме, on-line режимра вĕсене тÿлесе татма пултарĕç.
Источник: "Каçал Ен"