20 марта 2013 г.
Ырă кăмăллă, ăшă чунлă, маттур çынсем пирĕн хушăра сахал мар. Вĕсем ĕçре те, çемьере те вăр-вар. Пур ĕçе те чунне парса пурнăçлаççĕ. Комсомольски ялĕнче пурăнакан Мария Васильевна Кульгеевăна таврара пĕлмен çын çук. Ял-йыш та, коллектив та ăна ялан пулăшма хатĕр пулнишĕн, тăрăшулăхшăн хисеплеççĕ. Вăл нумай çул районти 41-мĕш номерлĕ аптекăра тăрăшать. «Мария Васильевна 1982 çулта ĕçе кÿлĕннĕ те, урăх çĕре куçса çÿремен. 31 çул çакăнта тăрăшать. Аптекăри тасалăхшăн яваплă вăл. Шаннă ĕçе яланах вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлать», — тет Людмила Викторовна директор.
Мария Васильевна ĕç кал-кал пытăр тесе те нумай тăрăшать. Пушă вăхăт тупăнсанах фармацевтсене пулăшать, эмелсене вырнаçтарать. Малтан вара аптекăра тĕрлĕ шĕвексем (растворсем), эмелсем хатĕрленĕ вăхăтра Мария Васильевна алă усса ларман, унта та хутшăннă. Хатĕр шĕвеке фармацевт сĕтелĕ çине çитернĕ, савăтсене çуса тасатса стерилизациленĕ. Унăн алли витĕр пин-пин флакон тасалса тухнă.
Шаннă ĕçре тăрăшуллă пулнишĕн Мария Васильевнăна нумай хутчен Тав тата Хисеп хучĕсемпе чысланă.
Мария Васильевнăпа Сергей Владимирович Кульгеевсем виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем те, ашшĕпе амăшĕ пекех, маттур, ĕçчен. Хĕрарăмăн хăйне кура чун киленĕçĕ пур. Вăл чечексем çитĕнтерме кăмăллать. Пахчара, пÿртре темĕн тĕрлĕ чечек те ÿсет. Вĕсене ачисене пăхнă пек пăхать. Чечексем ăна хитре çеçкесемпе савăнтараççĕ. «Вĕсем çеçкере чухне чун савăнать, илемлĕх пурăнма вăй-хăват парать», — тет Мария Васильевна.
Источник: "Каçал Ен"