АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр шухăшлă ĕçлесен тĕллевсем пурнăçланĕç

20 марта 2013 г.

Мартăн 19-мĕшĕнче Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕнче «Комсомольски районĕн 2012 çулхи социаллă-экономикăлла аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тата 2013 çулхи задачăсем» анлă канашлу иртрĕ. Канашлу ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Б.Моторин, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем П.С.Красновпа К.С.Мифтахутдинов, район Пухăвĕн депутачĕсем, учрежденисемпе организацисен ертÿçисем, ĕç ветеранĕсем хутшăнчĕç.

Канашлуччен тĕп хуларан килнĕ хăнасем «Слава картофелю» агрофирмăн Йăлмахвари хранилищинче çĕр улмипе пахча çимĕçе епле упранипе паллашнă. Унта микроклимата компьютерсем пулăшнипе йĕркелесе тăраççĕ. Хальхи вăхăтра агрофирма ĕçченĕсем «иккĕмĕш çăкăрăн» вăрлăхне суйлаççĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Б.Моторин Комсомольскинче хăпартакан 145 вырăнлă ача садĕнчи строительство ĕçĕсемпе те кăсăкланнă.

Анлă канашлу умĕн ĕçре хисеп çĕнсе илнисене патшалăх наградисемпе чысларĕç. «Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята Чĕчкенти информаципе культура центрĕн художество пултарулăх ертÿçи Сергей Просвирнов тивĕçнĕ. «Искра» колхозăн тĕп зоотехникне Ирина Воробьевăна Иван Моторин Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав хутне парса чысларĕ.

Тĕп докладпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев тухса калаçрĕ. Хăйĕн сăмахĕнче Михаил Романович социаллă, экономикăлла лару-тăру епле аталанса пынине, кашни сфера ĕçне тишкерсе хак пачĕ. Иртнĕ çул районăн консолидациллĕ бюджечĕн тупăш пайне 101,2 процент (399986 пин тенкĕ) пурнăçланă, вĕсенчен 89970,3 пин тенки — хамăрăн тупăш. Ĕç укçин виçи хăпарнă, уйăхри вăтам шалу 13280 тенкĕпе танлашнă (пĕчĕк предпринимателлĕхре — 9000 тенке яхăн), çакă 2011 çултинчен 19,9 процент пысăкрах. Ĕçсĕрлĕх шайĕ республикăри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех пулни пирĕн тăрăхра пурăнакансем хăйсем çине ытларах шаннине, кирек ăçта та ик алла пĕр ĕç тупма пултарнине çирĕплетеççĕ. Демографи лару-тăрăвĕшĕн те савăнма сăлтав пур, 2011 çултинчен 14,3 процент ытларах, 406 çын, çуралнă. Вилнисен шучĕ çуралнисенчен 51 сахалрах (355).

2012 çулта промышленность предприятийĕсен çаврăнăшĕ 952,5 млн тенкĕпе танлашнă. Уйрăмах «Кооператор», «Хлебозавод» тулли мар яваплă организацисен тавар çаврăнăшĕ пысăк çак хисепре. Ахальтен мар Чăваш Енри тирпейлекен предприятисен экономика ăмăртăвĕнче «Кооператор» производство комбиначĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Хыçа юлнă çул агропромышленноç комплексĕшĕн кăткăсрах килчĕ пулин те, ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси чакман. Районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсем хăйсем туса илнĕ продукцие 523 млн тенкĕлĕх сутма пултарнă, е 2011 çулхинчен 71 млн тенкĕ ытларах. Çапах та хăй хаклăхĕ ÿснине пула хуçалăхсен таса тупăшĕ 60 млн тенкĕпе çеç танлашнă.

Район территорийĕнче тĕллевлĕ программăсем туллин пурнăçланаççĕ. Вĕсемпе илнĕ укçа-тенке ял çыннисем пурăнмалли çурт-йĕр çĕклеме е туянма усă кураççĕ. Çавăн пекех иртнĕ çул райцентрти нумай хваттерлĕ пĕр çурта тĕпрен юсама та республика тата федераци бюджечĕсенчен укçа уйăрнă.

Докладне вĕçленĕ май Михаил Романович кăçал тата çывăх çулсенче пурнăçламалли çирĕп тĕллевсене палăртрĕ. Вĕсене кашни хăйĕн вырăнĕнче тÿрĕ кăмăлпа тăрăшсан татса пама пулнине каларĕ.

Район пуçлăхĕн докладне сÿтсе явса И.Б.Моторин, П.С.Краснов тата К.С.Мифтахутдинов тухса калаçрĕç. Иван Борисович çывхарса килекен çур аки, бюджет сферинче ĕçлекенсене шалу тÿлессин йĕрки, тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ.

«Хăрушлăхсăр муниципаллă пĕрлĕх» комплекслă системăна район территорийĕнче епле усă курни çинче Россия Шалти ĕçсен министерствин «Комсомольский» муниципаллă уйрăмĕн начальникĕ Геннадий Кокшин чарăнса тăчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика