16 декабря 2015 г.
Нумаях пулмасть районти тĕп библиотекăра "Сывлăх" клубра черетлĕ заняти иртрĕ.
Ăна районти тĕп больница терапевчĕ Надежда Михайловна Алякина ертсе пычĕ. Вăл сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмаллине, сывлăха епле çирĕплетмеллине каласа пачĕ. Сăмахран, тухтăр пĕлтернĕ тăрăх, çыннăн кунне 400 граммран кая мар пахчаçимĕç çимелле.
Апат витаминсемпе, микроэлементсемпе, уйрăмах клетчаткăпа пуян пулмалла. Унпа пĕрлех кунсерен уçăлса çỹрени, çуран утни, чупни сывлăха çирĕплетет. Пухăннисем хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусене сỹтсе яврĕç, канашларĕç. Надежда Михайловна кашни ыйтăва тĕплĕн хуравларĕ.
А.ВОЛКОВА,
библиограф.
Источник: "Каçал Ен"