АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен тĕп саккунсене лайăх пĕлмелле

16 декабря 2015 г.

1993 çулхи декабрĕн 12-мĕ-шĕнче Пĕтĕм халăхсен референдумĕнче Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннă. Районти тĕп библиотекăра çак паллă кун ячĕпе "Россия - все, чем я живу" мероприяти йĕркелерĕмĕр. Унта Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 7-мĕш "б" класра пĕлỹ пухакансем, класс ертỹçи И.В.Арбузова хутшăнчĕç. "Çĕршывăн тĕп саккунĕ" презентаци те вĕренекенсемшĕн интереслĕ пулчĕ. Вĕсем Раççей Конституцийĕн историйĕпе, çынсен прависемпе, кĕнеке выставкипе паллашрĕç.

Вĕренекенсем интеллектуаллă конкурссенче хастар пулчĕç. Виктория Павлова "Знаток права" ята тата тĕп парнене тивĕçрĕ.

Районти культура çурчĕ çумĕнчи ачасен ансамблĕ купăспа выляса тĕлĕнтерчĕ. Вĕсем тутар, чăваш, вырăс кĕввисене вылярĕç.

Çамрăксем çĕршыв пуласлăхĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ. Апла пулсассăн вĕсен тĕп саккунсене лайăх пĕлмелле.

В.БОРОВКОВА,

библиотекарь.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика