16 декабря 2015 г.
Нумаях пулмасть районти тĕп библиотека фончĕ çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланчĕ. Вулавçăсем Николай Еремеевăн "Çĕрлехи саксофон" сăвăсен кĕнекипе паллашма пултараççĕ. Кĕнекене юрату, Тăван çĕршыв темипе çырнă сăвăсене кĕртнĕ. Сăвăсем вырăсла тата чăвашла пичетленнĕ.
Нина Андреева (Кĕтмел), "Тăван тавралăх Чăваш Ен". Кĕнекери сăвăсенче автор пурнăçри тĕрлĕ пулăмсене сăнланă - çутçанталăк, юратупа уйрăлу. Çавăн пекех сăвăсене тăвансене тĕрлĕ уявпа саламласа çырнă, ял, вăрман ĕçченĕсене халалланă.
Евгения Сергееван "Сувениры. Как это делается?" кĕнеки те вулавçăсемшĕн усăллă пулĕ. Кĕнекере республикăри пур ỹнер ремеслипе те тĕплĕн паллаштарнă, ĕçе мĕнле пурнăçламаллине туллин çырса кăтартнă. Вĕтĕ шăрçаран, йывăçран, укçа-тенкĕрен нумай япала хатĕрлеме пулать иккен.
Евгения Ивановна хатĕрленĕ "Учитесь вышивать по чувашски" кĕнекене алла илсессĕн чăваш халăхĕн эреш тĕнчипе паллашма май пур. Вĕсене епле тĕрлемеллине пĕтĕмпех тĕплĕн ăнлантарса панă. Кĕнеке иллюстрацисемпе, сăн ỹкерчĕксемпе пуян.
"Вязание - ремесло мастериц земли Улыпа" кĕнеке çыхма юратакансемшĕн усăллă пичет изданийĕсенчен пĕри пулĕ. Кунта çипсем, çыхмалли майсем, эрешсем, пайсене мĕнле çыхăнтармалли пирки тĕплĕн çырса кăтартнă. Кĕнеке республикăри маçтăрсем хатĕрленĕ ал ĕçĕсен сăн ỹкерчĕкĕсемпе пуян.
А.ВОЛКОВА,
библиограф.
Источник: "Каçал Ен"