16 марта 2013 г.
Ĕмĕре телейлĕ ирттерес тесен çамрăк чухне пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăрни çеç çителĕксĕр, чун-чĕресенчи ăшăлăха, çепĕç туйăма çулсем иртсен те сыхласа хăварма, çемье вучахне упрама пĕлмелле. Çакăнпа кашниех мухтанаймасть. Киров поселокĕнче пурăнакан Ефимовсен çемйине вара ăмсанмалăх пур. Алла-аллăн тытăнса 56 çул пурнăç сукмакне такăрлатаççĕ Зинаида Ильиничнăпа Федор Леонтьевич.
Зина 1936 çулта Нĕркеç ялĕнче кун çути курнă. 3 çулта чухнех хĕр пĕрчи амăшĕсĕр тăрса юлнă. Ашшĕ ун чухне вăрçăра пулнă, мăшăрне юлашки çула та ăсатайман. Пĕринчен тепри пĕчĕк ачасене асламăшĕ хăйĕн хÿттине илнĕ. Вăрçăран таврăнсан ашшĕ тепре авланнă. Самани йывăр пулнине кура ачасем те нушине чылай ас тивнĕ. Зинаидăн 5-мĕш класра чухнех малалла ăс пухма май килмен, çемьери ачасенчен чи асли пулнăскер, вăл çитĕнсе çитмесĕрех ĕçе кÿлĕннĕ. Хĕр ача ялти фермăра вăй хума пикеннĕ. Ун чухне вĕсен çемйи Киров поселокне куçса килнĕ пулнă ĕнтĕ. Ÿсерехпе Зинаида урăх региона заводра ĕçлеме тухса кайнă. Çамрăк тесе малтан илесшĕн пулман ăна, каярахпа вара шухăшне улăштарнă. Темиçе çул унта вăй хурсан хĕр тăванĕсемшĕн тунсăхласа çитсе яла курма килнĕ. Асламăшĕ мĕн пĕчĕкрен пăхса çитĕнтернĕ тĕпренчĕкне каялла яма килĕшмен. Çапла Зинаида Ильинична каллех фермăра ĕçлеме пикеннĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех унта тăрăшнă.
Федор Леонтьевич Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек ялĕнче çуралнă. Вĕсен çемйи те пурăна-киле Киров поселокне куçса килнĕ. Шăпах çакăнта паллашнă та ĕнтĕ хĕрпе каччă, пĕрре курсах пĕр-пĕрне килĕштернĕ. Федор салтакран таврăннă хыççăн нумай та вăхăт иртмен, çамрăксем пĕр çемье чăмăртанă. «Хам пур чухне качча парса хăварас», — терĕ асанне. Ман пуласлăхшăн пăшăрханнă ĕнтĕ вăл, хăй виличчен пурнăçра хамăн вырăна тупма пулăшасшăн пулнă», — аса илет Зинаида Ильинична. Федор Леонтьевич Канашра тракториста вĕренсе тухнă та «Россия» колхозра комбайнпа ĕçлеме пикеннĕ. Çĕнĕ çемье майĕпен çурт лартма вăй çитернĕ, уйрăлса тухнă. Сăмах май, кил хуçин алли-ури питĕ ăста. Уйрăмах техникăпа интересленет вăл, çамрăк чухне хăй аллипе трактор та пуçтарнă, аэроçуна та ăсталанă. Унсăр пуçне Федор Леонтьевич мĕн ачаран спортпа питĕ туслă. Йĕлтĕрпе чупассипе миçе ăмăртăва хутшăнман-ши вăл; Районта çеç мар, республикăра, Мускавра иртнĕ тупăшусенче те хăйĕн ăсталăхне кăтартнă. Халĕ те, 78 çула çитнĕ пулсан та, Ф.Ефимов кунсерен йĕлтĕрпе ярăнма Комсомольски вăрманне çÿрет, çухрăм хыççăн çухрăм хыçа хăварса сывлăхне çирĕплетет. Акă, нумаях пулмасть вăл Шупашкара ăмăртăва кайса килчĕ, питĕ хăпартланса таврăнчĕ унтан.
Ефимовсем 4 ывăлпа 2 хĕре кун çути парнеленĕ, ура çине тăма пулăшнă. Вĕсем хушшинче аслă пĕлÿ илнисем те пур. Аслă хĕрĕ Галя халĕ çемйипе Çыранçи Чаллăра пурăнать. Володя Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленнĕ, Çурçĕре ĕçлеме çÿрет, сварщик. Коля ашшĕ-амăшĕпе тĕп килĕнче юлнă, электрикре тăрăшать. Саша чылай çул шалти ĕçсен пайĕнче вăй хунă, халĕ тивĕçлĕ канура, Шупашкарта пурăнать. Юрăпа Аля та Шупашкартах тĕпленнĕ, тĕрлĕ çĕрте тăрăшаççĕ. 11 мăнук парнеленĕ вĕсем Зинаида Ильиничнăпа Федор Леонтьевича. Шел пулин те, вĕсенчен пĕри — Артем — йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.
Ватăсемпе çамрăксем шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăнаççĕ Ефимовсен килĕнче. «Çакăн пек йĕркеллĕ, ăслă-тăнлă ачасем çитĕнтернĕшĕн тав туса та пĕтереймĕпĕр», — теççĕ час-часах вĕсен кинĕсемпе кĕрÿшĕ.
Источник: "Каçал Ен"