16 декабря 2015 г.
Пирĕн ентеш, пурте пĕлекен "Сĕве Атăла юхса кĕрет" романăн тата ытти хайлавсен авторĕ Куçма Турхан çуралнăранпа октябрĕн 8-мĕшĕнче 100 çул çитрĕ. Çак ятпа иртнĕ эрнере Чăваш Наци библиотекинче "Сĕм авал пулнине чĕртекен" литература каçĕ иртнĕ. Унта Раççей Президенчĕ çумĕнчи республикăн полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, "Кĕтне" ентешлĕх председателĕ, чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, Юрий Сементер куçаруçă тата сумлă ытти хăнасем хутшăннă. Вĕсем пурте Куçма Турхан пултарулăхĕ иксĕлми пулнине, вăл калама çук пысăк романсемпе савăнтарнине асăннă. Историллĕ проза ăстин паллă хайлавĕсем шутне "Йăмраллă ял", "Кĕтне хĕрринче" тата ыттисене те кĕртме пулать.
Наци библиотекинче автор кĕнекисемпе, çыру ĕçĕсемпе, сăн ỹкерчĕкĕсемпе тата Комсомольски тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ таврапĕлỹçĕсен кĕнекисемпе выставка йĕркеленĕ.
Куçма Турхан çуралса ỹснĕ тăрăхри "Палан" ушкăн тата Шупашкарти "Ялкын" халăх ансамблĕ пухăннисене хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"