16 декабря 2015 г.
Çул çинче асăрхануллă, тимлĕ пулмалла. Руль умне лартăн пулсассăн çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла. Анчах та пурте йĕркене пăхăнма васкамаççĕ. Тĕрлĕ сăлтавпа час-часах авари пулать.
Çавна май водительсене, çуран çỹрекенсене асăрхаттарас тĕллевпе тăтăшах тĕрлĕ рейдсем, акцисем иртеççĕ. Çак тĕллевпе декабрь уйăхĕнче республикăра "Пешеход. Пешеходный переход", "Автобус", "Железнодорожный переезд", "Нетрезвый водитель", "Дети. Детское удерживающее средство" профилактика мероприятийĕсем йĕркелеме палăртнă. Вĕсенчен пĕри - "Автобус" акци - декабрĕн 18-мĕшĕнче иртет. Çак вăхăтра ГИБДД сотрудникĕсем автобус водителĕсене тĕрĕслеçççĕ. Йĕркене пăсакансене явап тыттарĕç.
Н.РАЙКОВ,
районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"