16 декабря 2015 г.
Декабрĕн 14-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту Комсомольски районĕн 2016 çулхи бюджетне йышăнасси пулчĕ.
Килес çулхи бюджетăн тĕп параметрĕсемпе район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов паллаштарчĕ. Енчен те маларахри çулсенче бюджета виçĕ çула пăхса хăваратчĕç пулсан, кăçал çак йĕрке улшăннă. Комсомольски районĕн 2016 çулхи бюджечĕн тупăш пайĕ 440 596 300 тенкĕпе танлашмалла, тăкак пайĕ вара 441 596 300 тенкĕ пулĕ тесе палăртаççĕ.
Паллă ĕнтĕ, муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономики йĕркеллĕ аталанасси нумай фактортан килет. Район территорийĕнчи предприятисем тулли хăватпа ĕçлесе продукци нумай кăларсан, çĕр айĕнчи пуянлăхпа усă курнăшăн кирлĕ пек тỹлесен, уйрăм çынсем куçман пурлăх объекчĕсене вăхăтра патшалăх регистрацийĕ витĕр кăларсан, ют строительство организацийĕсем пирĕн патра ĕçлесе тупăшран илекен налука вырăнти хыснана хывсан вăл налуксемпе, сборсемпе пуянлансах пырĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, Геннадий Волков депутат бюджета тултармалли резервсем пуррине, вĕсемпе туллин усă курмаллине палăртрĕç.
Депутатсем бюджет проектне пĕр саслă пулса çирĕплетрĕç.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"