АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйтăва уçăмлатнă

16 декабря 2015 г.

 Декабрĕн 14-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейре йышăну кунĕ иртрĕ. Ăна кашни çулах йĕркеленин тĕллевĕ - патшалăхăн е вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çынсене хумхантаракан ыйтусене татса пама пулăшасси, вĕсене уçăмлатасси.

Çавна май районта пурăнакансене район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче харпăр хăй ыйтăвĕсемпе 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен йышăннă. Вырăнтах татса пама май пур ыйтусене хуравсем панă, патшалăх влаç органĕсене пырса тивекеннисене çитес вăхăтра уçăмлатĕç.

Çак кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин йышăнăва килнисен ыйтăвĕсене шута илнĕ. Ентешĕмĕрсене тĕрлĕ ыйту канăçсăрлантарать: пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, район территорине тирпей-илем кĕртесси тата ытти те.

Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурăнакансем те Пĕтĕм Раççейри йышăну кунĕнче ял поселенийĕн администрацине çитнĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов пĕлтернĕ тăрăх, декабрĕн 14-мĕшĕнче йышăнăва 10 çын килнĕ. Вĕсемпе куçа-куçăн калаçнă, ыйтусене сỹтсе явнă. Ял халăхне вырăнти территорие тирпейлесси, транспорт ыйтăвĕ, пурлăха "дача амнистийĕн" программипе регистрацилесси пăшăрхантарать.

- Раççейĕпех йышăну кунĕ йĕркелесси йăлана кĕни - çав тери ырă пулăм. Мĕншĕн тесессĕн влаç органĕсен представителĕсемпе курса калаçма, ыйтăва уçăмлатма, сỹтсе явса пĕр шухăш патне килсе тухма май пур. Йышăну кунĕ кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ, - палăртнă Владимир Воронов.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика