16 марта 2013 г.
Халăха тĕрлĕ тавар, пулăшусем сĕнекенсен шучĕ çулсерен ÿссе пырать. Юлашки вăхăтра райпо тытăмĕн точкисем çеç мар, уйрăм çынсем уçнă суту-илÿ вырăнĕсем, парикмахерскисем, юсав пункчĕсем тата ыттисем те йышлăланчĕç. Чылай чухне халĕ аякка каймасăрах мĕн кирлине тупма пулать. Тивĕçтерет-и вĕсен ĕçĕ район çыннисене; Тавар туянмалла пулсан, тĕрлĕ ыйту сиксе тухсан ăçта каяççĕ; Потребительсен ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе специализациленекен хăш организацисем вĕсене ытларах килĕшеççĕ;
Людмила, 43 çулта. Ялта пурăннă май, Комсомольскине пит килсех çÿреместĕп. Ытларах чухне ĕçпе килетĕп те унта-кунта çÿреме вăхăт çукрах. Май пулсассăн «Магнит», «Пятерочка» магазинсене кĕрсе тухатăп. Вĕсенче тавар ассортименчĕ пысăк, хакĕсем вара йÿнĕрех. Çавăнпа та вĕсем мана ытларах килĕшеççĕ. Хамăр ялта вара уйрăм çынсем уçнă лавккана çÿретпĕр. Унта тĕрлĕрен тавар илсе килеççĕ, мĕн кирлине яланах тупса параççĕ.
Валентин, 25 çулта. Ялта ĕç çуккипе Мускава çÿретĕп. Унти магазинсемпе кунтисене, паллах, танлаштараймăн. Ял лавккисенче таварсен ассортименчĕ питĕ пĕчĕк. Тĕрлĕ пулăшусене пăхсассăн вара, вĕсен хакĕсем йÿнĕ пулни тÿрех куçа курăнать. Çавăнпа та çÿç кастарма, атă-пушмак юсаттарма тата ыттине те хамăр районтах тума тăрăшатăп. Хакĕ йÿнĕ пулсан та, ку ĕçсене йĕркеллĕ, пахалăхлă пурнăçлаççĕ.
Любовь, 35 çулта. Апат-çимĕçе Шупашкара кайса курттăммăн илме тăрăшатăп. Пирĕн районта, кÿршĕ районсемпе танлаштарсан, хаксем пысăкрах пулнипе çыхăннă пуль çакă. Комсомольскинче вара райпо лавккисене, «Магнита» çÿретĕп. «Магнит» тенĕрен, вăл меллĕ çĕрте вырнаçнă, хакĕсем те йĕркеллĕ, анчах та мана унти тасамарлăх килĕшмест. Таварсене час-часах пĕр вырăнтан теприне куçарнăран хăш чухне кирлĕ япалана тупма йывăртарах. Центрта çĕнĕ суту-илÿ çурчĕсем туса пĕтерни те кăмăла каймасть. Ку вырăн çав тери шавлă пулмалла мар пек туйăнать мана.
Юрий, 39 çулта. «Пулăшусен салонĕнчи» парикмахерски питĕ килĕшет. Унта çÿçе лайăх та хăвăрт касса яраççĕ, кăмăллăн калаçаççĕ. Çавăнпа та яланах унта каятăп. Хырăм выçсассăн «Кĕтне» кафере апатланатăп. Унта яланах тутлă пĕçереççĕ, ларса çиме те кăмăллă. Нумаях пулмасть уçăлнă «Трактира» кĕрсе курас шухăш пур-ха, паллакансем ăна питĕ мухтаççĕ. Район центрĕ юлашки çулсенче хитреленсе кайнине палăртмалла. Ав, çĕнĕ вокзал хăех мĕне тăрать. Хулари пекех, тĕрлĕ магазинсем нумай, мĕн кирлине тÿрех туянма пулать.
Полина, 73 çулта. Хальхи вăхăта эпир çамрăк чухнехипе танлаштараймăн. Кашни утăмрах магазин, сутуçисем питĕ лайăх калаçаççĕ, темĕн те тупса параççĕ. Ĕлĕкхи пек пушă сентресем халь ниçта та кураймăн. Парикмахерски таврашне çÿресе курман та вĕсем пирки калаймастăп. Çапах та пурнăç лайăх еннеллех улшăнни курăнать.
Валерий, 53 çулта. Мана «Магнитри» атă-пушмак юсакан точка питĕ килĕшет. Унта вăр-вар тата пахалăхлă туса параççĕ. Юсанă хыççăн пушмака тата чылай вăхăт тăхăнса çÿреме пулать. Перекет банкĕнче тунă улшăнусем кăмăла каяççĕ. Черет тăмалла марри унта ĕçлекенсемшĕн те, халăхшăн та питĕ меллĕ тесе шутлатăп. Магазинсем пирки мĕн калама пулать ĕнтĕ? Маншăн вĕсем пурте пĕрешкел. Автостанцин çÿлти хучĕсене эпĕ, сăмахран, кĕрсе те курман-ха. Ман шутпа, вокзал ун пысăкăшах пулмалла мар, виççĕмĕш хутне хăпарса та çитеймĕн.
Саша, 19 çулта. «Уют» кафе тата «Трактир» кăмăла каяççĕ, час-часах вĕсенче апатланатăп. Магазинсенчен райпон суту-илÿ çуртне час-часах çÿретĕп. Кунран-кун çĕнĕ лавккасем уçăлнине лайăх пулăм тесе шутлатăп. Çакă конкуренци шайне пысăклатать, çавна кура организацисене хăвăртрах аталанма пулăшать. Килĕшмен вырăнсенчен «Пулăшусен салонĕнчи» парикмахерскине асăнас килет. Темшĕн мана унта çÿçе мĕнле касни килĕшмест.
Ирина, 47 çулта. Ытларах райпо магазинĕсене çÿретĕп, час-часах район центрĕнчи «Трактирта» апатланатăп. Çĕнĕ суту-илÿ вырăнĕсем уçса тултарни кăмăла каймасть. Сутакансен темĕнле тавар та пур, анчах та вĕсене туянма халăхра укçа çителĕксĕр. Чылай чухне сутуçăсем кунĕпе те ик-виç япала çеç сутаяççĕ. Çакă, паллах, тупăш кÿреймест.
Çапла вара, кашни çыннăн хăйĕн шухăшĕ. Кунта нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Пĕр япаланах икĕ çын тĕрлĕрен хаклама пултарать-çке-ха. Потребительсене хăйсен пулăшăвĕсене, таварĕсене сĕнекенсем вара ĕçĕнче çÿлерех асăннă шухăшсене, сĕнÿсене шута илессе шанатпăр.
Источник: "Каçал Ен"