АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виççĕшĕ те - Вера, виççĕшĕ те – ăстасем

16 марта 2013 г.

Райцентрти «У Веры» çĕвĕ цехĕнче ĕçлекен Вера Курицынана, Вера Ефимовăна тата Вера Мурзаевăна пĕлмен çын та çук пулĕ. Ылтăн алăллă ăстасем килекенсене вăр-вар пулăшу параççĕ. Виççĕшĕ те вĕсем çак ĕçре Çĕрпÿри çĕвĕçсем хатĕрлекен училищĕрен вĕренсе тухсан тăрăшма пикеннĕ.

Акă, Вера Ивановна 1974 çултанпах çĕвĕçре тимлет. Вера Алексеевнăпа Вера Васильевна вара çакăнта — 30 çула яхăн.

«Килекенсем кирек мĕнле япала çĕлеме саккас парсан та вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме тăрăшатпăр. Кама «çиçĕм» лартса памалла-и, тум-тир пĕчĕклетмелле-и, юбка-шăлавар çĕлемелле-и — çынсене нихăçан та каялла ямастпăр», — теççĕ опытлă çĕвĕçсем. Çĕленĕ япалисем вара пĕринчен пĕри çыпăçуллă, пăхса ытармалла мар. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем патне пыракансен черечĕ яланах пысăк.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика