АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хваттерсемпе çуртсене ăшăпа шыв вăхăтра çитчĕр

16 марта 2013 г.

Районта «Коммунальный сервис» ОООна туса хуни виçĕ çул çитет. Ăна пĕрремĕш кунтанпах С.Н.Макаров ертсе пырать. Халĕ кунта 20 çынна яхăн тăрăшать.

«Вĕсенчен 14-шĕ — тăтăшах ĕçлекенсем. Коллектив çирĕп, пĕрне-пĕри ăнланатпăр», — терĕ кашнийĕшне хушаматранах асăнса тĕп бухгалтер Сария Акшова. Сăмах май, Сария Нигметьяновна çак тытăмра ĕçлеме пикенни 25 çул та çитет. Нина Ильинична Петрова контролер та чылай çул тăрăшать кунта.

Гелия Зинетуллина бухгалтер Канашри финанспа экономика колледжĕнчен вĕренсе тухнăранпа ĕçлет. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк куçăмсăр майпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Гелия Ризовна кăçал аслă пĕлÿллĕ экономист пулни çинчен çирĕплетекен диплом илĕ. «Туслă коллективра ĕçлеме те аван. Паха опытлă С.Н.Акшовăпа Н.И.Петрова нумай пулăшрĕç. Юнашар çавăн пек çынсем пулни ĕçе хăвăрт хăнăхма май пачĕ», — терĕ хĕр.

Вĕсемпе калаçнă вăхăтрах «Коммунальный сервис» ОООна Комсомольскинче И.Кабалин ячĕллĕ микрорайонти 6-мĕш çуртра пурăнакан В.Рыжов шывшăн тÿлеме килчĕ. «Вĕсен ĕçĕпе эпĕ кăмăллă. Çынсене ăшшăн кĕтсе илеççĕ, эпир пĕлменнине ăнлантараççĕ, — терĕ вăл. — Акă, хваттерте те шыв счетчикĕ лартрăмăр. Ку вара пĕр çын пуçне унчченхинчен икĕ хут сахалтарах тÿлеме май парать».

Кăçал июлĕн 1-мĕшĕнчен шывшăн тÿлев 6 процент ÿсмелле. Çав тапхăртанах ăшă панăшăн нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем (харпăр хăй газ котелĕсем лартнисемсĕр пуçне) 12 процент ытларах тÿлеме пуçлĕç. Ăна ЧР Конкурентлă политикипе тарифсен служби çирĕплетнĕ.

— Саккунпа килĕшÿллĕн кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕччен нумай хваттерлĕ çуртсенче шыв виçекен (шутлакан) пĕрер счетчик вырнаçтармалла. Ку ĕç аван пырать. Паянхи куна 75 процентне пурнăçланă та ĕнтĕ. Акă, кăçал кăна январь — февраль уйăхĕсенче 10 счетчик ытла лартрăмăр. Ăна вырнаçтарнăшăн вара хваттер хуçисен тÿлемелле, — терĕ Сергей Николаевич, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарса.

Комсомольскинче уйрăм çуртсенче те шыв валли счетчик лартма кăмăллисем тупăннă иккен. Пурĕ вĕсем — 27-ĕн.

Туслă коллектив 38 урама, нумай хваттерлĕ 50 тата 500-е яхăн уйрăм çурта таса шыв вăхăтра çиттĕр тесе тăрăшать.

«Райцентрти нумай хваттерлĕ 5 çурта тата 10 ытла организаципе предприятисен çурчĕсене хутса ăшăтатпăр. Пирĕн ĕçченсем пăрăх шăтсан е урăх кăлтăксем сиксе тухсан шутлă вăхăтра вырăна çитсе вĕсене пĕтереççĕ. Акă, нумаях пулмасть К.Маркс урамĕнче шыв пăрăхĕ шăтнăччĕ. Организацире тăрăшакансем мĕн пур техникăпа усă курса шăтнă пăрăха сапларĕç. Урăхла май та çук», — терĕ ертÿçĕ. Паллах, çитменлĕхсем те нумай, анчах та çийĕнчех çанă тавăрса вăй хурсан, вĕсене пĕтерме пулатех. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те ĕнтĕ «Коммунальный сервис» ОООра тăрăшакансем.

Сергей Николаевич ытти ĕçченсене те ятранах каларĕ. Вĕсем: тĕп инженер Игорь Владимирович Кузнецов, Рахимулла Сенатуллович Абдулхаков рабочи, Вениамин Петрович Еремеев газоэлектросварщик, Анатолий Петрович Жуков, Константин Николаевич Калашников, Александр Васильевич Такинпа Василий Петрович Тихонов слесарьсем, Сергей Михайлович Иванов техник электрик, Александр Сергеевич Казаков экскаваторщик тата Вячеслав Васильевич Крысов водитель.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика