16 марта 2013 г.
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр, вĕренÿ пайĕ иртнĕ уйăхра шкул ачисемпе «Професси компасĕ» уйăхлăх йĕркелерĕç. Унăн тĕллевĕ — çамрăксене ĕç рынокĕпе, производствăри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарасси, професси суйласа илме пулăшасси. Уйăхлăха районти 18 шкулта пĕлÿ пухакан 321 ача хутшăнма кăмăл турĕ. Вĕсенчен 176-шĕ пулас профессие суйласа илнĕ те. Вĕренекенсенчен ытларахăшĕ тухтăр, учитель, юрист, экономист, куçаруçă (тăлмачă), программист, бухгалтер, товаровед, технолог, инженер пулма ĕмĕтленет. Хăшĕ-пĕри автослесарь, повар, водитель, радиотехник профессине кăмăллать. Пурте пысăк тĕллевсемпе çутă малашлăх пирки ĕмĕтленеççĕ.
Источник: "Каçал Ен"