16 марта 2013 г.
Дояркăсен ĕçĕ пĕрре те çăмăл маррине кашниех пĕлет пуль ĕнтĕ. Çавăнпа та çак профессие суйласа илекенсемпе чăннипех те мухтанма пулать. Акă, «Рассвет» ЯХПКра вăй хуракан Татьяна Прокопьева та ĕçченлĕхпе, харсăрлăхпа палăрса тăрать. Унăн тивĕçĕ — хăйне уйăрса панă 50 пуç ĕнене пăхасси. 2012 çулхи кăтартусем тăрăх вăл кашни ĕнерен вăтамран 7042 килограмм сĕт суса илсе районта пĕрремĕш вырăна тухнă. 7 пин ытла килограмм сĕт сăвакансем районта урăх пулман кăçал, республикăра та кун пеккисем 14-ăн анчах. Ĕçчен те пултаруллăскер çулталăкра пурĕ 3521 центнер сĕт суса илнĕ. Ку кăтартусем, паллах, ыттисене те ăмăртса ĕçлеме хавхалантараççĕ. Ахальтен мар «Рассвет» ЯХПКра тăрăшакансем пĕлтĕр кашни ĕнерен çулталăкра вăтамран 6673 килограмм сĕт суса районта пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Т.Прокопьеван пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 17 çул, вĕсенчен 4 çулне вăл дояркăра вăй хурать. «Ĕçĕ йывăр пулсан та питĕ килĕшет. Ÿркенмесен, тăрăшса ĕçлесен, çитĕнÿсем пулаççех», — тет Татьяна Прокопьева.
Источник: "Каçал Ен"