12 декабря 2015 г.
Ача садне çỹрекенсене парне пани яланах хавхалантарать. Çакна аслисем лайăх пĕлеççĕ. Ĕмĕте пурнăçлас, шăпăрлансене савăнтарас тĕллевпе республикăри тутар ача сачĕсене, тутар театрне тата халăх фольклорне вĕрентекен ача-пăча искусство шкулĕсене ача-пăча пуканисен "Эбием экиятляре - бабушкины сказки" театрне парнелеççĕ. Ăна тутарсен наципе культура автономийĕн коллективĕ тутар халăх юмахĕсене тĕпе хурса хатĕрленĕ.
Пуканĕ театрĕ - шăпăрлансемшĕн пысăк парне. Юмахсене вырăсла та, тутарла та выляма пулать. 24 пуканене, тĕрлĕ декорацие çав тери илемлĕ хатĕрленĕ. Юмаха çемьепе, ачасемпе, юлташсемпе лартма май пур.
Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийĕн председателĕ Ферит Гибатдинов пĕлтернĕ тăрăх, пĕрремĕш пукане театрĕсене Урмаелĕнчи тата Тукай Мишерĕнчи ача сачĕсене парнеленĕ те. Ытти 8 комплект - районти искусство шкулне тата Патăрьелĕнчи ача сачĕсене валли.
Г.ГИНАТУЛЛИНА.
Источник: "Каçал Ен"