АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрĕке улăштарма пулать-и?

12 декабря 2015 г.

Пĕрремĕш сивĕсем пуçлансанах Роспотребнадзорăн Чăваш Республикин Патăрьел районĕн территори пайне мамăк тиртен çĕлетнĕ япаласене каялла тавăрса парас е улăштарас текенсем ытларах килме пуçларĕç. Уйрăмах кĕрĕксене улăштарас е тавăрса парас текенсем ытларах. Енчен те эсир тиртен çĕленĕ тавар (япала) е кĕрĕк туяннă тăк, килте ăна тăхăнса пăхсан вăл сире пысăкрах е тĕсĕпе килĕшмест пулсан, мĕн тумалла?

Тиртен çĕленĕ тавар пахалăхлă, ăна тăхăнса çỹремен, ун çинче пломба, фабрика ярлыкĕ, çавăн пекех алăра касса тата тавар чекĕ сыхланса юлнă, е таваршăн тỹленĕ документ пулсан, тир-мамăкран çĕленĕ тавара улăштарма пулнине пĕлмелле. Тỹлени çинчен документ çук пулсан та вăл тавара туяннине свидетельсем çирĕплетнипе усă курма пултарать.

Улăштарас текен тавар сутлăхра пулмасан тỹленĕ укçине каялла тавăрса пама ыйтма пултарать. Туянаканăн ыйтăвне виçĕ кунра татса памалла.

Япала пахалăхсăр (браклă) пулсан, туянакан ăна каялла тавăрса пама, тỹленĕ таваршăн укçан ыйтма, çакăн пек таварпах улăштарма е укçа хушса тỹлесе урăх кĕрĕк туянма пултарать. Çавăн пекех хакне чакарма ыйтма пултарать.

Мĕнрен пуçламалла

Енчен те сирĕн правасене пăснă, сире пахалăхсăр тавар сутнă пулсан, сутуçă саккунлă ыйтăвăра, кĕрĕке тавăрса парассине тивĕçтерес темесен, сирĕн чи малтанах тавар пирки кăмăлсăр пулнипе претензи çырмалла. Магазин ертỹçин сирĕн çыру çине хурав памалла. Сире хурав тивĕçтермесен е ăна памасан сирĕн суда пама ирĕк пур.

Хисеплĕ тавар туянакансем, хăвăр правасемпе пĕлсе усă курăр. Ыйтусем пулсан "хĕрỹ лини" телефонĕпе 8(83532) 5-03-45 шăнкăравлăр.

Унсăр пуçне Патăрьелĕнчи санэпидемстанци çумĕнче уçнă консультаци центрĕнче (Патăрьел ялĕ, Ленин проспекчĕ,13-мĕш çурт, тел.: 6-20-86) предпринимательсемпе тавар туянакансем хăйсен право пĕлĕвне ỹстерме пултараççĕ.

Н.СЕРГЕЕВА,

Роспотребнадзор управленийĕн Чăваш Республикин Патăрьел районĕн территори пайĕн начальникĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика