АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парăмсене тĕрĕслемелле

12 декабря 2015 г.

 Нумаях пулмасть хваттер туянтăмăр. Малтанхи хуçасен капиталлă юсавшăн хывакан парăм çуккине мĕнле пĕлмелле? Сăмахпа çеç ĕнентерни çителĕксĕр тесе шутлатăп.

В.Григорьева.

Ыйту çине район администрацийĕн капиталлă строительствăпа коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Краснов хуравлать.

- Хваттер туяннă, харпăрлăха илнĕ, приватизациленĕ чухне капиталлă юсавшăн хывакан фондра парăм пуррипе çуккине тĕрĕслеме сĕнетпĕр. Мĕншĕн тесессĕн РФ Çурт-йĕр кодексĕн 158-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн нумай хваттерлĕ çуртсенчи хваттер пĕр хуçаран теприне харпăрлăха куçнă чухне унăн парăмĕсем пур пулсассăн, çĕнĕ хуçа çине тиенеççĕ. Çавăнпа та çакна шута илме сĕнетпĕр. Çавăн пекех çĕнĕ хуçасен капиталлă юсавшăн тỹлемелли квитанци вăхăтра килнине тĕрĕслемелле. Фондри базăра ятăра улăштармалла. Ăна пурнăçлама эсир хваттер хуçи пулнине ĕнентерекен документ кирлĕ. Документсене çак адреспа илсе çитермелле, Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 57-мĕш çурт. Е çырăва почтăпа ярса пама пултаратăр. Адрес: Шупашкар хули, Энгельс урамĕ, 42 "а" çурт. Документсен скан-копине remfоnd21@cap.ru электрон адрес çине яма юрать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика