12 декабря 2015 г.
2015 çул Литература çулталăкĕ. Çавна май районти библиотекăра нумай мероприяти йĕркелерĕмĕр. Акцисене, тĕл пулусене, литература каçĕсене аслăрах çулхисем те, ачасем те хастар хутшăнчĕç. Çавăн пекех кĕнекесене сусăрсем патне киле çитересси, больницăна, вокзала хăварасси йăлана кĕнĕ.
Акă, нумаях пулмасть Валентина Боровковăпа Елена Хораськина библиотекарьсем районти тĕп больницăна çитсе унта сипленекенсене тĕрлĕ кĕнекесем вулама сĕнчĕç.
- Больницăрах тĕрлĕ кĕнекесем вулама май пурри çав тери меллĕ. Пушă вăхăта усăллă ирттерме пулать, тĕрлĕ литературăпа паллашни те аван. Килте чухне вулама вăхăчĕ çукрах, - терĕç тав туса пациентсем.
Е.ХОРАСЬКИНА.
Источник: "Каçал Ен"