АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни кун руль умĕнче

12 декабря 2015 г.

 "Заря" ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем пур ĕçре те тăрăшуллă. Вĕсенчен чылайăшĕ мĕн çамрăклах ĕçе кỹлĕннĕ те, паян та ир-ирех ĕçе васкать.

Владимир Петрович Киргизов водитель те шанса панă ĕçе яланах вăхăтра пурнăçлама хăнăхнă. Уй-хирте çур аки ĕçĕсем ирттерме вăрлăхпа удобрени турттармалла-и, вырма вăхăтĕнче комбайн бункерĕнчи тырра йĕтем çине пушатмалла-и, сенаж хывнă çĕре сĕтеклĕ курăк илсе çитермелле-и, строительство ĕçĕсене пурнăçлама материал кирлĕ-и - водительсĕр май çук. Руль умне ларакансен ĕçĕ çав тери пĕлтерĕшлĕ. Чылай çул водительте тăрăшакан Владимир Петровича мĕнле ĕç хушаççĕ - çавна кирек хăçан та пурнăçлама васкать. Çамрăксене те вĕрентсе пырать вăл.

Маттур ĕçчене ял хуçалăх сферинче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика