АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Конвертпа" илекен шалу, налуксем…

09 декабря 2015 г.

Район администрацийĕнче халăха официаллă йĕркепе çирĕплетмен ĕçпе тивĕçтернине, "конвертри" ĕç укçи тỹлессине чакарассипе, бюджета тата бюджет тулашĕнчи фондсене налук тата страхлав тỹлевĕсене пухассине ỹстерессипе ĕç ушкăнĕн ларăвĕ иртнĕ.

Ларура районта официаллă йĕркепе çирĕплетмен ĕçлекенсен шутне, "сăрă" ĕç укçи тỹлессине чакарассине тата тĕрĕслев кăтартăвĕсене пурнăçланине пăхса тухса анлăн сỹтсе явнă.

Малтанах çак ыйтупа экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен начальникĕ С.Ульдина тухса калаçнă.

Ларура халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин ертỹçи С.Викторов ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене предприяти ертỹçисемпе тата ял çыннисемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттерме сĕннĕ.

Официаллă йĕркепе çирĕплетмен ĕç вырăнĕсенче ĕçлекенсен шутне чакарассипе тата тĕрĕслев кăтартăвĕсене пурнăçлассипе районта тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ:

- асăннă ыйтупа ĕçлеме ĕç ушкăнĕ туса хунă;

- районти 106 организаципе уйрăм предпринимательсен ĕç-хĕлне тишкернĕ;

- ĕç укçи тỹлессине тĕрĕслесех тăраççĕ;

- массăллă информаци хатĕрĕсем урлă халăха ăнлантараççĕ.

Комисси ларăвĕсенче бюджет умĕнчи парăмсемлĕ 84 налук агентне, 2015 çулта чи пĕчĕк тỹлев виçинчен те сахалрах ĕç укçи тỹленĕ 23 ĕç паракана итленĕ. Çак мероприятие пула ĕçпе тивĕçтерекенсенчен 21-шĕ ĕçченĕсен шалăвне 5965 тенкĕ таран ỹстернĕ, 28 налук агенчĕ бюджет умĕнчи парăмне татнă.

Çак ĕçсене туса ирттернипе районта кăçалхи ноябрĕн 30-мĕшĕ тĕлне 232 çын официаллă йĕркепе ĕçе вырнаçнă.

"Сăрă" ĕç укçи паракансемпе малашне те хĕрỹллĕн кĕрешмеллине палăртнă район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Самаркин.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика