АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кредит рейтингне çирĕплетнĕ

09 декабря 2015 г.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енĕн пĕтĕм тĕнчери икĕ рейтинг агентствин кредит рейтингĕсем пур - Fitch Ratings тата Мoody,s Investors Service агентствăсен. Çак агентствăсем республикăн кредит рейтингĕсене çуллен мониторинг тăваççĕ. Раштавăн 4-мĕшĕнче Мoody,s агентство Чăваш Ен рейтингне ют çĕршыв тата наци валютипе пĕтĕм тĕнчери шкалапа Ва3 шайĕнче çирĕплетнĕ, парăм обязательствисен рей-тингне наци валютипе Ва3 шайĕнче тата Аа3.ru рейтингсене наци шкалипе палăртнă. Агентство аналитикĕсен шучĕпе - çирĕплетнĕ рейтингсем парăмсен шайлашуллă кăтартăвĕсене, пĕчĕк процент тăкакĕсене, çавăн пекех бюджета тытса пынă чухне консервативлăха тĕпе хунине çирĕплетеççĕ. Аса илтерер: маларах çак агентство республикăн кредит рейтингĕсене нарăсăн 24-мĕшĕнче палăртнăччĕ. Ва3 шайри кредит рейтингĕсене Самар, Омск облаçĕсене панă. Раççей субъекчĕсен хушшинче пирĕн республика кредит рейтингĕсемпе Чулхула, Белгород, Вологда облаçĕсенчен, Краснодар, Красноярск крайĕсенчен, Мордови, Коми республикисенчен çỹллĕрех шайра.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика