09 декабря 2015 г.
Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне халалласа халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр, 15-мĕш номерлĕ суд тата медицина экспертиза уйрăмĕ, халăха социаллă пулăшу паракан центр сусăрсемпе тĕл пулу ирттерчĕç. Унта 10 инвалид хутшăнчĕ, вĕсенчен 2-шĕ - ĕçсĕр. Тĕл пулура "Социальная адаптация" программа мĕнле ĕçленине сỹтсе яврăмăр.
Сăмахран, кăçал халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕç шыракан 3 инвалида вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ. "Сусăрсене ятарлă ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси" программăпа виçĕ инвалида ĕçе вырнаçтарнă.
К.КОКШИН,
директор.
Источник: "Каçал Ен"