АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырăва хаклаççĕ

09 декабря 2015 г.

Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин:

"Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн Патшалăх Думине янă Çырăвĕнче - хăватлăх, пĕтĕмлетỹ, обществăн пĕтĕм облаçĕнчи проблемăсене тата вĕсене татса памалли çул-йĕре, патшалăха аталантармалли утăмсене палăртни.

Çырура Владимир Владимирович çĕршывра пурăнакансен кăмăл-сипетне, ĕç тата пултарулăх потенциалне аталантарасси çине тимлĕх уйăрчĕ. "Раççейĕн вăйĕ - пĕтĕм халăхăн ирĕклĕ аталанăвĕнче, хăйнеевĕрлĕхĕнче, культурăсен, чĕлхесен, йăла-йĕркесен çураçулăхĕнче, пĕр-пĕрне хисепленинче, тĕрлĕ тĕне пăхăнакансен диалогĕнче" тенипе килĕшмесĕр тăма çук.

Эпир пĕр-пĕр ыйтăва епле татса парасси пирки тавлашма пултаратпăр. Çапах пирĕн туслăха упрамалла, тĕп вырăнта пирĕншĕн Раççей, республика, район пулнине яланах асра тытмалла. Граждансен пурнăçне лайăхлатассишĕн пĕрле вăй хурса ĕçлемелле. Вĕсене вĕренỹ, культура сферинчи пулăшусемпе усă курма майсем туса памалла, шухăшĕсене ирĕклĕн пĕлтерччĕр, килĕшекен профессие суйлаччăр, хăйсен, çĕршыв пуласлăхне суйласа илччĕр".

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика