05 декабря 2015 г.
Эрех-сăра сиенĕ пирки тăтăш калаçатпăр, çыратпăр, анчах та вăл пирĕн пурнăçран хĕсĕнсе тухма васкамасть-ха. Эрех ĕçни организма çав тери пысăк сиен кỹнине пурте ăша хывмастпăр.
Уявсене, тĕрлĕ тĕл пулусене шăпах черкке çĕклесе уявлатпăр. Çамрăксен ăс-тăнне те çемьери, обществăри йăла-йĕркене, кирек мĕнле уява, ĕçкĕ-çике эрех-сăрапа паллă тума хăнăхни витĕм кỹрет. Ача пĕчĕкрен çакна курса ỹсет те ку тĕрĕс тесе шухăшлама пуçлать. Ĕçкĕçе тухнă çынсем пурте тенĕ пекех малтан сăрапа туслашнă. Сăра ĕçме кăмăллакан-скер каярах эрехе хăнăхать. Унсăрăн пурăнайми пулать. Кам-ха вăл алкоголик? Эрех-сăрана хăнăхнине тухтăрсем 3 тапхăра пайлаççĕ.
Чи малтанах - тăтăшах уявсенче, тĕрлĕ сăлтавпа эрех ĕçни. Унтан килти тата ĕçри уявсенче яланах эрех-сăрапа иртĕхни. Каярах кашни сăлтавпа эрех ĕçни çынна чир патне илсе çитерет. Çын хаяр шĕвеке час-часах ĕçет, юлташĕсене те пĕрле явăçтарать. Хăй те сисмесĕрех хаяр шĕвек серепине кĕрсе ỹкет. Эрех-сăрапа иртĕхни никама та ырă патне илсе çитерменнине пурте лайăх пĕлеççĕ, анчах та унран хăтăлма васкамаççĕ. Мĕн чухлĕ çын унăн серепинчен тухаймасăр вилет. Чылайăшĕ тата наркăмăшланать. Çавăнпа та эрех ĕçме пăрахма тĕллев лартрăр пулсассăн, хăвăр ирĕкпе унран хăтăлма май килмест тĕк, тухтăрсенчен пулăшу ыйтăр. Эпир яланах тивĕçлĕ пулăшу пама, сиплеме хатĕр.
Л.ЯРЫШЕВА, врач-нарколог. и Яльчикскому районам
ТИХОНОВА Т.
Источник: "Каçал Ен"