АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ ул уявĕ инкексĕр ирттĕр

05 декабря 2015 г.

Çĕнĕ çул уявне савăнăçлă, инкексĕр кĕтсе илес тесессĕн, чи малтанах чăрăша çирĕп никĕс çине лартмалла тата тухмалли алăк умне тултарса хума юрамасть. Унсăр пуçне чăрăш тураттисем стенапа маччаран 1 метртан кая мар пулмалла. Типсе тата хăрса кайнă чăрăша çуртра тытма юрамасть, унран пушар наччасрах сиксе тухма пултарать. Мероприятисенче вара чăрăша илемлетме гирляндăсемпе тата иллюминацисемпе усă курма юрать. Вĕсенче çитменлĕхсем пуррине сиссен çав вăхăтрах чăрăш çинчен илмелле.

Уява çуртра ирттернĕ чухне инкекрен асăрханас тесен çакна асра тытмалла:

а) пиротехника япалисемпе, прожекторсемпе, уçă çулăмпа тата çуртасемпе усă курма юрамасть;

ă) чăрăша çулăма хирĕç япаласемпе хатĕрлемен марльăпа тата мамăкпа илемлетмелле мар;

б) мероприяти умĕн тата вăхăтĕнче çулăмлă представленисем тата пушар хăрушлăхĕ кăларакан ĕçсем тума та чараççĕ;

в) тенкел речĕсен хушшине пĕчĕклетме, унта хушма тенкелсемпе креслăсем лартма та юрамасть;

г) мероприяти вăхăтĕнче пĕтĕм çутта сỹнтермелле мар;

д) уява ирттерме илнĕ çурта нормăран нумайрах çын кĕртмелле мар.

Уяв вăхăтĕнче пушар сиксе тухсан çав вăхăтрах "01" е кĕсье телефонĕпе "112" номерпе шăнкăравламалла. Унсăр пуçне инкек пирки кỹршĕсене пĕлтермелле, çынсене урама илсе тухмалла, пожарниксене ăçта çуннине, пушар çывăхĕнче хăрушă япаласем (газ баллонĕсем, лак-сăрă, пиротехника) пуррине те каламалла.

Д.КУЗЬМИН,

Патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн начальникĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика