АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă ачи юбилей кĕрекине ларать

05 декабря 2015 г.

Ыранхи кун мĕн кĕтет пире?

- Ырă ĕç тума ĕлкĕресчĕ.

Турă çырса панă ĕмĕре

Чыслăха сутмасăр ирттересчĕ.

Хăш-пĕри персессĕн те чулпа,

Çăкăрпа çеç тавăрасчĕ хирĕç.

Тăрăшар пулма таса чунпа,

Çыншăн çын тĕрек пулмашкăн тивĕç.

Шăп та лăп 80 çул каялла, 1935 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче, Хирти Турханти Самаринсен çемйинче пĕрремĕш ача - ывăл - çут тĕнчене килет. Пепкене юратнă мăшăр Гена ят хурса тĕне кĕртет. Малалла çырса кайиччен каласа хăвармалла: ялти хисеплĕ çынсем, Марфа Емельяновнăпа Герасим Алексеевич, ĕмĕр тăршшĕпе колхозăн уй-хирĕсенче тăрăшса вăй хунăскерсем, ултă ачана кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Тăватă ывăл та икĕ хĕр пулнă вĕсен. Вĕсенчен пĕрремĕшĕ, асли, Генкка. Çак статьяра сăмахăм ун çинчен пулĕ.

Пурнăç çакна кăтартса парать: çемьери аслă ачин шăллĕсемпе йăмăкĕсен умĕнче яваплăхĕ çав тери пысăк. Унăн хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçласа пымалла, кулленхи тĕслĕхĕпе каярах çуралнисене пурнăç кустăрмине тĕрĕс кустарма вĕрентмелле. Мĕн ĕмĕртен çапла пулнă, пулмалла та. Геннадий шкул çулне çитичченех ĕçе хăнăхса пырать, ашшĕ-амăшĕн сăмахĕнчен иртмест, юлташĕсем хушшинче сăпайлăхĕпе, ырă кăмăллăхĕпе палăрса тăрать.

Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкултан 1949 çулта вĕренсе тухать. Ача, вунтăваттăра çеç пулсан та, колхоз бригадирĕ хушнă кашни ĕçе пысăк тăрăшулăхпа пурнăçласа пырать. 1954 çулта вара çамрăк каччă салтак тумне тăхăнать. Чăн малтан Новосибирск хулинче тăракан çар ча-çĕнче шофера вĕрентеççĕ, водитель правине алла илсен унăн пĕтĕм çар служби Челябинск облаçĕнче автобатальонра иртет. Салтак тивĕçне чыслăн пурнăçласа Геннадий 1957 çулта тăван яла таврăнать. "Знамя" колхоз правленийĕ ăна тỹрех ЗИС-5 автомашина шанса парать. Çар службинче туяннă ăсталăхĕ унăн кулленхи тăрăшулăхĕнчен палăрать, мĕншĕн тесен çĕрне-кунне пĕлмесĕр тенĕ пек вăй хурать каччă, яланах çул çинче. Элеватора тырă турттармалла-и, ял çыннине вăрмантан вут илсе килсе памалла-и, урăх ĕçпе рейса тухмалла-и, Геннадий руль умне тулли кăмăлпа ларать. "Çăмăл ача çăм тапать",- тени тĕрĕсех çав. Нумай сăмахласа тăмасть, кашнине май килнĕ таран пулăшма тăрăшать, пĕр сăмахпа, пĕтĕм ĕçе ỹркенмесĕр пурнăçласа пырать, хăйĕн чыс-хисепне çỹлте тытать. Çакна ял çынни курмасть-и вара? Паллах курать. Çавăнпа хисеплет те.

Кунсерен руль умне ларнипе кăна мар, çичĕ класс çеç пĕтерни те канăç памасть каччăна, малалла вĕренес ĕмĕчĕ те сỹнмен-ха унăн. 1962 çулта ялти водитель Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнче механик дипломне алла илет. Колхозăн çултан-çул çĕнелсе, пысăкланса пыракан техника паркĕпе ĕçлеме пуçлать. Кунта та Геннадий Герасимович хăйĕн анлă тавракурăмлăхĕпе, тарăн, пур енлĕн шутлама пĕлекен, ыйтусене тĕрĕс, вăраха ямасăр татса пама пултаракан специалист пулнипе палăрать. Çавăнпах ĕнтĕ районта ăна республикăри руководительсене хатĕрлекен ултă уйăхлăх курса яма çирĕплетеççĕ.

Ĕçчен, сăпайлă, пултаруллă çын асăрханмасăр юлмасть. Геннадий Герасимовича парти райкомĕн организациллĕ пай инструкторĕнче ĕçлеме сĕнеççĕ. Ку вăл 1969 çулта пулнă. Çулталăкранах райком инструкторне Чулхулари партин аслă шкулне вĕренме яраççĕ. Тăватă çултан аслă пĕлỹ илсе Геннадий Герасимович парти райкомĕн инструкторĕнче тăрăшма пуçлать. 1977 çулта ăна агитаципе пропаганда пайĕн заведующийĕн заместителĕн тивĕçне пурнăçласа пыма куçараççĕ. Ĕç коллективĕсенче хăйĕн тỹпине хăвăрт тупма пĕлекен специалиста çулталăкранах районти "Сельэнерго" предприятин председательне çирĕплетеççĕ. Чылай çул ертсе пырать Геннадий Герасимович предприяти коллективне, ĕçре курăмлă çитĕнỹсем пулаççĕ. Ĕçле те ĕçле. Анчах та мал ĕмĕтлĕ руководитель сывлăх хавшама пуçланине туять. Çакна шута илсе вăл 1990 çулхи кĕркунне туслă коллективпа сывпуллашать.

1967 çулта Хирти Турхан халăхĕ пысăк та шавлă туйра ташласа, юрласа савăннă. Çак кун Генăпа Елена пĕрлешсе çемье çавăрнă. Туй çыннисем вăрăм ĕмĕр, телейлĕ пурнăç суннă çамрăк мăшăра. Çемье телейне вара ачасенчен курнă вĕсем, Елена Дмитриевнăпа Геннадий Герасимович сакăр ача (виçĕ хĕр те пилĕк ывăл) çуратса, пурне те тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе пурнăçăн аслă çулĕ çине кăларнă.

Геннадий Герасимовича паян çывăх çыннисем, юлташĕсем, тăванĕсем, ачисем, мăну-кĕсем чаплă юбилей ячĕпе чĕре ăшши парнелеççĕ, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунаççĕ.

В.ГАВРИЛОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика