05 декабря 2015 г.
Районта тĕрлĕ сăлтава пула сусăрланнă çын сахал мар. Вĕсен пурнăçĕ çăмăл тееймĕн. Çавăнпа та инвалидсем çине тимлĕх ытларах уйăрни кирлĕ. Çакна патшалăх та, районти яваплă çынсем те лайăх ăнланаççĕ, мĕн май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ.
Акă, декабрĕн 3-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен ку-нĕнче, районти тĕп библиотекăра "Ыркăмăллăх шевлисем парнелер" мероприяти иртрĕ. Çавра сĕтел тавра ăшă лару-тăру тума районти инвалидсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи Ирина Албутова, Валентина Боровкова, Елена Хораськина библиотекарьсем пулăшрĕç. Çав кун мероприятие хутшăнакансен "На любовь свое сердце настрою" поэзи каçĕпе киленме май пулчĕ.
Çавра сĕтел хушшинчи тĕл пулу тĕрлĕ организацисен представителĕсем тухса калаçнипе малалла тăсăлчĕ. Социаллă сферăри лару-тăрупа районти пенси фончĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ирина Белобаева, 15-мĕш номерлĕ суд тата медицина экспертиза уйрăмĕн начальникĕ Валентина Васильева, 41 №лĕ аптека заведующийĕ Людмила Васильева, РФ социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмĕн аслă специалисчĕ Валентина Тихонова, райбольницăн тĕп тухтăрĕн çумĕ Лариса Галкина, Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин секретарĕ Валентина Константинова паллаштарчĕç. Вĕсем инвалидсен ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем пачĕç. Пухăннисене санаторире сывлăха çирĕплетесси, социаллă пенси, пурнăç валли кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерни, инвалидсене тỹлевсĕр паракан эмелсем пирки тата социаллă хỹтлĕх пайĕ коммуналлă пулăшушăн тỹленине тавăрса пани пулчĕ.
Инвалидсем Комсомольскинчи "Çĕр тата çынсем" музее те çитсе курчĕç, унти курав залĕсемпе паллашрĕç. Каярах тепĕр хутчен библиотекăрах чей ĕçме пуçтарăнчĕç. Вĕри те техĕмлĕ чейпе сăйланнă май калаçу малалла тăсăлчĕ. Яланах пĕр-пĕринпе тĕл пулаймаççĕ-çке вĕсем. Кун евĕр мероприятисем тăтăшрах ирттерме сĕнчĕç. Уйрăмах вара мероприятие çỹллĕ шайра хатĕрлеме пулăшнă çăкăр завочĕн директорне Физикат Абитова тата "Кооператор" предприяти ертỹçине Мансур Ямалиева спонсорла пулăшушăн чун-чĕререн тав турĕç.
Ача-пăча библиотекинче ĕçлекенсем те çав кун Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 4-мĕш класĕнче вĕренекенĕсене "Яланах пултăр хĕвел" программăпа кĕтсе илчĕç. Вĕсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕç. Тупмалли юмахсен тупсăмĕсене, викторина ыйтăвĕсем çине хуравсем шырарĕç. Вăйăсем те пулчĕç. "Магнит" лавкка тата "Слава картофелю" агрофирма спонсорсем парнесем те хатĕрленĕ. Çакă ачасене хавхалану кỹчĕ.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"