АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăлмахвасем Анне кунне уявларĕç

02 декабря 2015 г.

Йăлмахва ял библиотекинче Амăшĕсен кунне халалласа уяв йĕркелерĕмĕр. Пухăннисене ветерансен совечĕн председателĕ З.Григорьева вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх сунса саламларĕ.

Аннесен ячĕпе Йăлмахвари пуçламăш класра вĕренекенсем тĕрлĕ сăвă, юрă шăрантарчĕç, ташăпа савăнтарчĕç.

Йăлмахвари культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ юрланă "Янăрать вăрман", "Куккук авăтать", "Аннеçĕм" юрăсене итлесен чылайăшĕн куçĕ шывланчĕ. Çавăн пекех аннесем Хирти Мăнтăрта пурăнакан Мария Каçалсем сăвăçпа тĕл пулчĕç. Вăл - "Çул кăтартрĕ анне пилĕ", "Вăй-хал кỹрет чăн юрату хăвачĕ" кĕнекесен авторĕ. Мария Каçалсем анне, юрату темисемпе çырнă сăввисене вуласа пачĕ. Автор хăйĕн кĕнекисене библиотекăна парнелерĕ.

Малалла уяв çавра сĕтел хушшинче тăсăлчĕ. Хăйсем те юрăсем шăрантарчĕç, аса илсе калаçрĕç. Уява йĕркелесе паракансене чунтан тав турĕç.

А.ЕФРЕМОВА,

библиотекарь.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика