АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕслĕх илме тăрăшатпăр

02 декабря 2015 г.

 Кайăк хитре - тĕкĕпе, çын - ĕçĕпе, теççĕ. Çак каларăша ăша хыватăп та, манăн юратнă асанне çинченех каланăн туйăнать. Ĕçĕпе çеç мар, чунĕпе те, ăшпиллĕхĕпе те илемлĕ вăл. Яланах пирĕнпе ырă кăмăллă, пĕр чĕлхе тупма пĕлет, кирлĕ вăхăтра ăса та вĕрентет.

Галина Вениаминовна Белкова Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вĕсен йышлă çемье пулнă. Пĕр-пĕрне ăнланса пурăннă. Ашшĕ-амăшĕ ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕ, пурнăçра кирлĕ çын пулма вĕрентнĕ. Çавăнпах та пулĕ ман асанне сăмахĕсенче те пире ырă сунни çеç палăрать. Пирĕн сывлăх, шкулти ĕç-хĕл пирки ыйтса пĕлет, кирлĕ чухне канашсем те парать.

Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн асанне пĕр вăхăт "Восток" колхозра вăй хунă. Унта та вăл тăрăшулăхпа палăрса тăнă.

Пултаруллă хĕре Аслă Чурачăк ялĕн каччи Александр Григорьев куç хывать. 1979 çулта вĕсем пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Малтанхи çулсенче çăмăл килмен вĕсене. Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнса, тар кăларса ĕçлесе çĕнĕ çурт-йĕр çĕклеççĕ, хуралтăсем çавăраççĕ. Йывăрлăхсем, паллах, чылай пулнă. Вĕсем пуç усман. Асанне "Заветы Ильича" (халĕ "Труд" ЯХПК) колхозăн сысна, сĕт-çу фермисенче нумай çул тăрăшнă. Хастар ĕçшĕн Хисеп грамотисене тата ытти наградăсене тивĕçнĕ. Кирек хăш ĕç вырăнĕнче те (сыснасем пăхнă-и вăл, пăрусем-и) малтисен ретĕнче пынă. Сăмах май, асаттепе уйрăмах мухтанма пултаратăп. Е.Н.Григорьев "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Паллах, асаннепе кăмăллă, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнса, пĕрне-пĕри пулăшса пурăнмасăр çакă пулмĕччĕ. Асанне çемйине тытса пыма та, колхозра ĕçлеме те вăхăт тупнă. Вĕсем икĕ ывăлпа хĕр çуратса пăхса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ асаннепе асатте 5 мăнукпа савăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри - эпĕ. Хисеплетĕп, юрататăп, хаклатăп асаннепе асаттене. Çак кунсенче Галина Вениаминовна Григорьева тивĕçлĕ канăва кайрĕ. Çак ятпа ăна чун-чĕререн саламласа пуç таятăп. Халĕ те алă усса лармасть вăл. "Дубовка" ОООра тăрăшать. Малашне те, асанне, паянхи пек илемлĕ, тарават, хисеплĕ, хаклă, пултаруллă... пул. Эпир санпа мухтанатпăр, асаннеçĕм, санран тĕслĕх илме тăрăшатпăр.

Катя ГРИГОРЬЕВА.

Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика