02 декабря 2015 г.
Асанкасси ялĕнче тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, ĕçчен те пултаруллă çынсем пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри - Елена Авиковна Маштанова. Çак кунсенче вăл 50 çул тултарчĕ.
Елена Авиковна Иркутск облаçĕнчи Куйтун ялĕнче çуралнă. Çитмĕлмĕш çулсенче вĕсен çемйи Асанкасси ялне куçса килет. Пĕчĕк Ленук Асанкасси вăтам шкулне çỹрет. Шкул сукмакне такăрлатнă вăхăтрах юрра-ташша юратнă, час-часах клуб сцени çине тухнă.
Шкул пĕтернĕ çулах вăл Асанкассинчи культура çуртĕнче ĕçлеме пуçлать, çав вăхăтрах куçăмсăр майпа Çĕрпỹри культура училищинче вĕренет. Паянхи кун та çанă тавăрса ĕçлет вăл çак ĕçре, тĕрлĕрен кружоксем йĕркелет, "Çăлкуç" ансамбле ертсе пырать. Елена Авиковнăн кăкăрĕнчен шăранса тухакан илĕртỹллĕ сасси ыттисенчен самаях уйрăлса тăрать. Унăн кашни юрринче тарăн шухăш, сăнар, хăйне евĕрлĕ пурнăç философийĕ пур. Вĕсем пире, итлекене, чăваш чĕлхи пуянлăхне, янăравлăхне, хỹхĕмлĕхне, черченлĕхне, çепĕçлĕхне туйтараççĕ. Клуба пĕтĕм ял çỹрет тесен те йăнăш пулмасть.
Паллах, пурнăçра ăнланакан çынсем çумра пулни пурăнма хăват парать, çĕнĕ ĕмĕтсем, шухăш-туйăмсем çуратать. Елена Авиковнăн турă çырни вара унăн мăшăрĕ - Геннадий Ва-сильевич. Иккĕшĕ виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. Геннадий Васильевич Асанкасси ялĕнчех çуралса ỹснĕ. Шăпа 1985 çулта çуллахи пĕр ăшă кун çамрăксене пĕрлештерет. Мăшăрсем иккĕшĕ те пĕр-пĕрне ĕçре пулăшса пыраççĕ.
Пултаруллă çынна Хисеп хучĕсемпе те чысланă, вĕсен шучĕ те çук. 2015 çулта вара Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн ятне параççĕ. Районта иртекен "Кĕтне кĕввисем" фестивальте кашни çулах дипломант ята тивĕçет, республикăри "Чăваш Ен ритмĕсем" фестивальте 1-мĕш степеньлĕ дипломант пулса тăнă ентешĕмĕр.
Культурăпа кану çурчĕн директорĕ авалхи йăла-йĕркене сыхласа хăварассишĕн те самаях тăрăшать. Сăмахран, Сурхури, Çăварни, Мăнкун, Питрав тата ыттисем те - пирăн ялта йăлана кĕнĕ уявсем.
Нумаях пулмасть юбилярпа курса калаçма тỹр килчĕ. Акă мĕн аса илет юрă ăсти. "Чылай çул такăрлатрăм Асанкасси культура çурчĕн сукмакне. Мĕнле кăна тăрăхра пулмарăмăр-ши çак хушăра! Пур çĕрте те тăвăллăн алă çупса кĕтсе илеççĕ. Çакă вара ĕçлеме çунат хушать. Мăшăрăмпа ачасене те, пĕрле ĕçлекенсене те пысăк тав! Вĕсем мана ăнланса пулăшса пыраççĕ".
Юрла, юрла, пирĕн шăпчăкăмăр!
О.КОПТАШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"