АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акци малалла тăсăлать

02 декабря 2015 г.

Тĕп библиотекăна тата районти ытти библиотекăсене кĕнекесем парнелемелли ыркăмăллăх акцийĕ малалла пырать. Асăннă акцие районта пурăнакансем, вулакансем, организацисемпе предприятисем хутшăнма пултараççĕ.

Кăçал çеç библиотекăсен фончĕ 1973 кĕнеке-журналпа пуянланнă. Вĕсем хушшинче вырăс тата ют çĕршыв классикĕсен, совет, ют çĕршыв писателĕсен илемлĕ произведенийĕсем, тата истори кĕнекисем, наукăпа методика журналĕсем пур.

Парнеленĕ кĕнекесем хушшинче Чăваш Республикин Аслă сучĕ кăларнă "Солдаты Победы: о судьях Чувашии" кĕнекене палăртса хăварас килет. Ку кĕнекере фашистсене хирĕç кĕрешнĕ судьясен вăрçă умĕнхи тата хыççăнхи тивĕçлĕ ĕçĕ-сене уçăмлатса панă. Тата тепĕр кĕнеке - ЧР КПРФ комитечĕ кăларнă "Все для фронта, все для Победы! Чувашская областная партийная организация в годы Великой Отечественной войны 1941-1945 гг.". Кунта республикăра çуралса ỹснĕ Совет Союзĕн Геройĕсен тата Мухтав орденĕн кавалерĕсен тулли списокĕпе паллашма пулать.

Урмаел, Элпуç çыннисене уйрăмах палăртса хăварас килет. Вĕсем акци иртнĕ тапхăрта ял библиотекисене нумай кĕнеке парнеленĕ: классика, наука произведенийĕсем, ача-пăча литератури, тутар чĕлхипе çырнă кĕнекесем.

Л.МОРОЗОВА,

ертсе пыракан библиограф.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика