АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеп укçаран хаклă

25 ноября 2015 г.

Çуркунне, шкулсенче вĕренỹ çулĕ вĕçленсе пынă вăхăтра, "Каçал ен" хаçатра манăн çыру пичетленнĕччĕ. Унта халăх академикĕ В.Я.Григорьев районта ĕçленĕ, ĕçлекен учительсем çинчен кĕнеке çырма хатĕрленни пирки тата ăна пулăшма чĕнсе çырнăччĕ.

Вăл чылай учитель пирки сведенисем пухма ĕлкĕрнĕччĕ те ĕнтĕ, анчах та хăш-пĕрисем çинчен информаци сахалрахчĕ е пачах çукчĕ. Владимир Яковлевича, 80 çултан иртнĕскере, ялсем тăрăх çỹреме кансĕр пулнăран, çак ĕçре мана пулăшма ыйтрĕ.

Вĕренỹ çулĕ вĕçĕнче шкул директорĕсен, педагогсен вăхăчĕсем çук пулĕ терĕм. Çавна май педагогсен списокне пичетлесе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ярса патăм. Шкул директорĕсене кирлĕ сведенисем хатĕрлесе районти архива çитерме ыйтрăм.

Унтанпа пилĕк уйăх иртрĕ пулин те, архива материал паракан пулмарĕ. Пĕрлехи ĕçе пурнăçлама вăхăт тупаймарĕç-ши? Ĕçе пуçăнакан çын, кĕнеке пичетлекен пур чухне пысăк ĕçе пурнăçласан аванччĕ те. Пулас кĕнеке район историне кĕрсе юлмалли хаклă документ пулмалла. Çавна май шкул директорĕсем те, педагогсем те, тивĕçлĕ канури учительсем те кĕнекене кĕме тивĕçнĕ педагогсем пирки çырса парасса шанас килет.

Р.МОИСЕЕВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика