АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи ял - статистиксен куçĕпе

25 ноября 2015 г.

Ял хуçалăхĕ кирек хăш тапхăрта та экономикăн чи кирлĕ отраслĕсенчен пĕри шутланнă. Халĕ, Раççей Правительстви асăннă тытăмăн тĕп çул-йĕрне импортпа улăштарассипе çыхăнтарнă чухне, ял çыннин тата пуçаруллăрах пулма тивет. Вăл чăннипех пархатарлă ĕç пурнăçлать - унăн çĕршыва апат-çимĕçпе тивĕçтермелле. Çавна май çакăн пек ыйту тухса тăрать: çак тĕллеве пурнăçлама пирĕн аграрисен вăйĕ çитĕ-и?

Чăваш Енри ял çынни: миçен тата мĕнле вĕсем?

2005 çул пуçламăшĕнче республикăри ялсенче 486,6 пин çын (239,5 пин арçын, 247,1 пин хĕрарăм) е пĕтĕм халăхăн 39,3 проценчĕ пурăннă. Урăхла каласан, кашни 1000 арçын пуçне 1031 хĕрарăм пулнă.

50-54 çулхисем - чи йышлисем, 42,3 пин çын е халăхăн 8,7 проценчĕ.

Ял çыннин вăтам ỹсĕмĕ - 41,5 (хулара - 37,8), çав шутран арçынсен - 38,7, хĕрарăмсен 44,3 çулпа танлашать.

Ялта пурăнаканăн вăтам ĕмĕрĕ 2014 çулта 68,5 (арçынсен - 62,6, хĕрарăмсен - 76,1) çул пулнă.

2014 çулта ялти хĕрарăмсен ача çуратассин 1000 çын пуçне тивекен коэффициенчĕ 14,2-е çитнĕ е малтанхи çулхинчен 0,7 процент чакнă. Çакнашкал пулăм кăçал та палăрать: ача çуратассин шайĕ 2,4 пункт пĕчĕкленнĕ, 1000 çын пуçне 12,1 шутланать. Ялта ача çуратассин суммарлă коэффициенчĕ иртнĕ çул 2,9 ачапа танлашнă, хулара - 1,5.

Иртнĕ çул ялта пурăннă 8394 çын вилнĕ. Асăннă кăтарту 2013 çулхинчен пĕчĕкрех. Пурнăçран уйрăлнин тĕп сăлтавĕ - чĕрепе юн тымарĕсен чирĕ (41,9 процент). Иккĕмĕш вырăнта - çул-йĕрпе транспорт аварийĕ, инкек-синкек тата ытти (16,2 процент); виççĕмĕшĕнче - усал шыçă (8,5 процент).

Иртнĕ çулхи 8 уйăхрипе танлаштарсан, кăçалхи асăннă тапхăрта саккунлă майпа пĕр-лешес тата уйрăлас текенсем 10,5 тата 22,5 процент сахалланнă.

Ăçта тата мĕн сăлтавпа тухса каяççĕ?

Паянхи ялăн çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри - 18-35 çулсенчи çамрăксем хулана тухса кайни. Сăлтавĕ тĕрлĕрен: пĕлỹ илесшĕн, квалификацие ỹстересшĕн, служба картлашкипе хăпарасшăн. Унсăр пуçне, ĕç условийĕ тивĕçтерменни, канăва кирлĕ пек йĕркелеме пулманни пурăнакан вырăнтан тухса кайма хистет. Чылай çын тухса кайнă вырăнтах тĕпленсе пурăнма тытăнать. Çавна май ялта пурăнакансен йышĕ сахаллансах пырать, ĕç ресурсĕсен пахалăхĕ чакать.

2014 çулта республика тулашне ял халăхĕн 42,4 проценчĕ - çемьери лару-тăрăва тĕпе хурса, 17,9 поценчĕ - ĕç шыраса, 10,7 проценчĕ вĕренме тухса кайнă.

2014 çулта ялтан 20019 çын тухса кайнă, вĕсенчен 14260-шĕ анчах каялла таврăннă.

Мĕнле ĕçлетпĕр, çапла пурăнатпăр

АПКн республика экономикинчи вырăнне илес пулсан, кăçалхи 9 уйăхра 77,7 пин тонна (иртнĕ çулхинчен 15,8 процент ытларах) аш-какай, 338,7 пин тонна (0,6 процент ытларах) сĕт туса илнĕ.

Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене малтанласа шута илнĕ виçепе 562,3 пин тонна (иртнĕ çулхинчен 3,1 процент сахалрах), 74,8 пин тонна (19,2 процент сахалрах) пахчаçимĕç, 684,5 пин тонна (24,5 процент ытларах) çĕрулми пухса кĕртнĕ.

Камшăн ялта пурăнма лайăх?

Чăваш Енри ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлекенсен вăтам шалăвĕ иртнĕ çул экономикăри вăтам пĕлтерĕшлĕ ĕç укçин 62 проценчĕпе (çĕршывĕпе илсен - 53, ФАО регионĕсенче 51-87 процент) танлашнă.

Çĕр ĕçченĕн иртнĕ çулхи вăтам шалăвĕ - 12855,2 (2013 çулхипе танлаштарсан 118,2 процент), кăçалхи 8 уйăхра вăтамран 14317,7 тенкĕ (2014 çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан 113,7 процент) пулнă.

Пурнăç лайăхланать

2014 çулта ялта экономика тĕлĕшĕнчен пуçаруллă халăх (ĕçлисем тата ĕçсĕррисем) йышĕ 270,4 пин çын пулнă.

Ялта пурăнакансем, тĕпрен илсен, ял хуçалăх производствинче, сунар ĕçĕнче, вăрман хуçалăхĕнче тăрăшаççĕ. Вĕсен 52 проценчĕ килти хушма хуçалăхра сутас тата улăштарас тĕллевпе тĕрлĕ продукци туса илет. Çынсен 20 проценчĕ республика тулашĕнче ĕçлет.

2014 çулта республикăра пĕтĕмĕшле ĕçсĕрлĕх шайĕ 5 процент пулнă (ялта - 4,4, хулара - 5,3). 2013 çулхипе танлаштарсан ырă улшăнусем палăраççĕ: ĕçсĕрлĕхĕн пĕтĕмĕшле шайĕ - 0,7, хулара - 0,9, ялта 0,5 процент чакнă.

Ял халăхĕн ĕçсĕрлĕхĕн пĕтĕмĕшле шайĕ иртнĕ çул çĕршывра - 7,9, Федерацин Атăлçи округĕнче 5,8 процент шутланнă.

Ял çыннишĕн çырав пĕлтерĕшлĕ-и?

Ял хуçалăхĕ - динамикăллă тытăм, çавна май кăтартусене тăтăшах актуализацилемелле. Раççейре ял хуçалăх çыравĕ юлашки хут 2006 çулта пулнă. Пĕтĕм тĕнчери стандартсемпе килĕшỹллĕн çакăн йышши тĕпчеве 10 çулта пĕр хутран кая мар йĕркелемелле. Унăн тĕп тĕллевĕ - ял демографине палăртасси, унта пурăнакансен ĕçлевне, çĕрсен пĕтĕм лаптăкне, акса-лартса çитĕнтерекен тытăмĕпе унпа усă курнине тĕпчесси, выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк йышĕ çинчен пĕлесси, машинăпа оборудовани пурри çинчен пухнă инновацие тĕпе хурса малашлăх тĕллевсене палăртасси.

Анлă пĕлтерĕшлĕ мероприяти вăхăтĕнче республикăри тата Раççей Федерацийĕнчи ял хуçалăхне хăйне евĕр инвентаризацилеççĕ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика