21 ноября 2015 г.
Çак кунсенче искусство шкулĕнче интереслĕ тĕл пулу иртрĕ. Республикăри патшалăх истори архивĕн специалисчĕсем вĕренекенсемпе, педагогсемпе истори сехечĕ йĕркелерĕç. Истори наукисен кандидачĕ Федор Козлов Николай Ашмарин ĕçĕ-хĕлĕпе, унăн кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Архивра унăн çыру ĕçĕсем, кĕнекисем типтерлĕн упраннине каласа пачĕ.
Унпа пĕрлех патшалăх архивĕн директорĕн çумĕ Ирина Евграфова, уйрăм начальникĕ Валентина Харитонова архив ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Ачасен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Тĕрлĕ темăна сỹтсе явнă май вĕренекенсене çемье историйĕпе кăсăкланмаллине, аслашшĕ-асламăшĕсен аса илĕвĕсене тỹрех хут çине çырса пымаллине каласа хăварчĕç. Хут çинчи документ ĕмĕрлĕхех упранма пултарать-çке. Çавăн пекех вĕренекенсене архива çитсе курма чĕнсе хăварчĕç.
Ирина Николаевна пĕл-тернĕ тăрăх, пирĕн районта кун пек тĕл пулу пуçласа иртет. Ытти районсенче вĕсем пĕрре кăна мар пулнă. Специалистсен тивĕçĕ - вĕренекенсемпе тĕл пулса архив ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси, паллă ăсчахсем пирки каласа парасси. Апла пулсассăн истори сехечĕсем татах та иртĕç.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"