21 ноября 2015 г.
Район администрацийĕнче пĕрлехи бюджет тупăшне ỹстерес, ĕç укçине вăхăтра тỹлес енĕпе ведомствăсем хушшинчи комисси канашлăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин ертсе пынă.
Канашлура тĕрлĕ ыйту сỹтсе явнă - районти консолидаци бюджетне уйрăм çынсен тупăшĕнчен налук хывасси, ĕç укçине палăртнă чи пĕчĕк виçерен сахалрах тỹлекенсем пурри. Çавăн пекех НДФЛ-а сахалрах хывма тытăннă тата вăхăтра тỹлемен предприятисен ертỹçисене, уйрăм предпринимательсене итленĕ. Вĕсене лару-тăрăва йĕркене кĕртме, налуксене вăхăтра хывма, ĕç укçине кирлĕ пек тỹлеме ыйтнă. Çитменлĕхсене çитес вăхăтра пĕтермелле.
Комисси членĕсем районти 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн тата РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн кăтартăвĕсемпе - налуксене тата социаллă тỹлевсене епле хывса пынипе - паллашнă.
Источник: "Каçал Ен"