АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш президент полкĕнче службăра тăрĕ

21 ноября 2015 г.

Çар тивĕçне Президент полкĕнче пурнăçласси - пысăк чыс тата яваплăх. Кăçал çак полка кайма Чăваш Енри 10 каччăна суйласа илнĕ. Ноябрĕн 17-мĕшĕнче вĕсене Канашри сбор пунктĕнчен служба вырăнне чыслăн ăсатса янă. Хĕсмет вăхăтне Мускаври Кремлĕн комендатуринче ирттерме хатĕрленекенсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Юрий Васильев, федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, ЧР çар комиссарĕ Александр Мокрушин саламланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ячĕпе Юрий Васильев Президент полкĕнче хĕсметре тăнă 15 салтака службăра тивĕçлĕн тăнăшăн республика символикипе илемлетнĕ алла çыхмалли сехет парнеленĕ. Çавăнпа пĕрлех вăл пулас салтаксене те йывăр суйлав витĕр тухса Президент полкне лекнипе саламланă.

Вĕсем хушшинче пирĕн Хирти Ĕнел каччи Валерий Белкин пулни район халăхĕшĕн пысăк чыс. Ăна тунтикун районти çар комиссариачĕ умĕнче шурă алшăлли çакнă тепĕр каччăпа ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, тус-юлташĕсем хĕсмете ăсатнăччĕ.

Валера 1997 çулта Светлана Владимировнăпа Владимир Владимирович Белкинсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Мĕн пĕчĕкренех машинăсемпе кăсăкланнăскер, салтака каяс умĕн Шупашкарти транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕнче вĕренсе автомеханик специальноçне алла илсе ĕлкĕрнĕ. Автомашинăна ним мар салатса пуçтарма та пултараять маттур каччă.

- Çар çыннин ятне илтесси пасар кулачĕ çиесси мар, çавах арçын тивĕçне пурнăçламаллине тахçанах пуçа хывнă ĕнтĕ. Президент полкне лекни вара маншăн пысăк чыс тата яваплăх. Службăна тивĕçлĕ ирттерессе, тăван республика, район, чăваш халăхĕн ятне çĕре ỹкермессе шантаратăп, - терĕ Валера.

Сăмах май, пирĕн районтан юлашки 20 çул хушшинче 3-мĕш каччă Президент полкĕнче хĕсметре тăрĕ.

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика