21 ноября 2015 г.
Паянхи кун ялта пурăнмалли условисем пĕрре те начар мар пулин те, çамрăксем хуланалла ытларах туртăнаççĕ. Ку ĕнтĕ тĕрлĕ сăлтавран килет пуль: вырăнта ĕç çуккинчен, пулсан та шалăвĕ çырлахтарманнинчен, хулара ачасене аталантармалли майсем ытларах текенсем те пур. Апла-и-капла-и - вĕсене ỹпкев сăмахĕ калас шут тытман эп паян. Тăтăшах килсе пулăшсах тăрсан ватăлса пыракан ашшĕ-амăшĕ ачисене ĕмĕрлĕх пил пама та хатĕр.
Чăваш халăхĕн ĕлĕкренех пыракан йăлипе, кĕçĕн ывăл тĕп килте пурăнма юлнă. Юлашки çулсенче çак йăла пăрахăçа тухса пырать, кĕçĕннисем те ют çĕрте йăва çавăраççĕ. Çапла хупăнаççĕ çуртсем, ял тăрăх утнă май çакăншăн чун хурланать. Миçе ачана хăйсен сăпкинче сиктерсе ỹстернĕ вĕсем, çитĕнсе çитсен кайăк чĕпписем пек аякка вĕçтернĕ, кил-çурт вучахĕ яланах ялкăшасса шанса кĕтнĕ, кĕтеççĕ те...
Ашшĕ-амăш йăхне малалла тăсакансем хушшинче тăван кил еннелле выртакан çула асран хăвăрт кăларакансем те чылай çав. Ун пеккисем хăйсене кун-çул парнелекенсем çĕре кĕрсенех çуртне, пурлăхне пайлама пуçлаççĕ. Çак тавлашура пĕр-пĕринпе хирĕçсе кайса калаçмасăр пурăнакансем те çук мар. Пĕр варта выртни, астăвăм, тăванлăх туйăмĕ те хăвăрт манăçаççĕ, тĕп вырăна мул тухса тăрать. Çапла мар-и, вулаканăм, кун пек тĕслĕхсене эсĕ те сахал мар пĕлетĕн.
Юрĕ, çуртне сутнă, укçи-пухчине пайланă тейĕпĕр. Малалла мĕн? Çĕре кĕнĕ çывăх çынсене асăнмалли кунсем кашни çулах пулаççĕ-çке. Ашшĕ-амăшĕн вилтăприне пуç тайма килсен ниçта чарăнма, кĕрсе канма çуккипе каялла хулана çав кунах тухса каякан та сахал мар. Теприсен ял тăрăх çĕр вырттарма килĕшекен шырама та тивет. Ара, килнĕ япала тус-юлташпа, ял-йышпа та кăмăл туличчен калаçас килет-çке. Çавăн чухне шутласа илеççĕ пуль те тăван килне ахалех сутнине, анчах чавсана çыртма çук...
"Нумай çỹрен - нумай куран", теççĕ. Тĕрлĕ халăхсен йăли-йĕрки уйрăмах кăсăклантарать мана. Абхаз халăхĕн тĕкĕнми йĕрки пур. Унта ялти çурта сутма, пăрахса тухса кайма май çук-мĕн. Пĕри-пĕри сутас тесен те, илекенпе калаçса татăлсан та тăванĕсем суттармаççĕ иккен, мĕншĕн тесен ĕмĕрлĕх куçĕсене хупнă ашшĕ-амăшне ... пахчара пытараççĕ. Епле алă çĕклентĕр сăваплă вырăна сутма? Тен, çавăнпа та Абхази ялĕсенчи çуртсем хупăнмаççĕ, 1992-1993 çулсенчи хирĕç тăру вăхăтĕнче хỹтĕ вырăн шыраса тухса кайнисем те каялла таврăнса тăван кил вучахне тепре чĕртме тăрăшаççĕ.
Чăваш ялĕсенчи хупăннă çуртсем те çапла çĕнĕрен чĕрĕлнине, хуçисене кĕтсе илнине курасчĕ. Ĕçчен çыншăн ялта та ĕç нумай. Халăхăн ĕç шыраса унта-кунта çỹремелле ан пултăр тесе çĕршыв правительстви мĕнле те пулин утăм йышăнасса вара чунтан шанас килет.
Любовь ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"