18 ноября 2015 г.
Ачасен тавракурăмне ỹстерес тĕллевпе Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнчи 5-мĕш класс ертỹçипе С.В. Петровăпа, вĕренекенсемпе пĕрле Канашри краеведени музейне кайса килтĕмĕр.
Ачасене пĕлмелли тата вĕренмелли питĕ нумай пулчĕ. Чи малтанах авалхи пỹлĕмре пулса куртăмăр. Кунта ĕлĕкхи пурнăçăн тĕрлĕ саманчĕсене кăтартса панă. Хĕрачасем ытларах ал ĕçĕсемпе интересленчĕç. Арçын ачасем вара, ал арманĕпе, йывăçран тунă велосипедпа ытларах кăсăкланчĕç. 2-мĕш залра ачасем вăрçă самантне кĕрсе ỹкрĕç. Кунта "Максим" пулемет, поезд моделĕсем те пур. Çавăн пекех ачасем пушар хуралĕн ĕç-хĕлĕпе, пушар сỹнтермелли чăн-чăн аппаратсемпе паллашрĕç. Экскурсие мастер-класс ирттерсе вĕçлерĕç. Ачасем тăмран тĕрлĕ чĕрчунсем ăсталама хăнăхрĕç. Экскурси йĕркелекенсене тав туса эпир савăнăçлă кăмăлпа шкула таврăнтăмăр. Тĕрлĕ музейсене татах та çитсе курасчĕ.
О.СОРОКИНА.
Источник: "Каçал Ен"